Михаил Бабич Шупашкарти кадет шкулĕн çĕнĕ корпусĕн капсулине хурĕ

Паян Чăваш Енре РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи тулли праваллă представителĕ Михаил Бабич ĕçлĕ визитпа килсе çитĕ.

Шупашкарти аэропортра ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Софронов, республикăн шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин кĕтсе илĕç.

Михаил Бабичăн ĕçлĕ кун йĕркине Шупашкарти кадет шкулĕпе паллашассине тата унăн çĕнĕ корпусĕн капсулине хума хутшăнассине кĕртнĕ. Паянах Михаил Бабич Канашра пулĕ, унти предприяти-организацисемпе, инфраструктурăпа паллашĕ.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас