Мĕн çиетпĕр?

18 Утă, 2017

Чăнах, пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту вĕт: çын мĕн çинипе унăн сывлăхĕ те, тепĕр чух пурнăçĕ те тачă çыхăннă. Çавăнпах апат-çимĕç пахалăхĕпе хăрушсăрлăхне тĕрĕслесе тăракан тытăм та пайтах: Роспотребнадзор, ветеринари служби, Россельхознадзор... Ку ыйтусем, паллах, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен яваплăхĕн шутне те кĕреççĕ.

Лавккасен сентрисем çинче паян мĕн кăна çук! Çĕре кĕнĕ ватăсене, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тата маларах пулнă пушă сентресемпе çырлахнăскерсене, паян тăратса лартас пулсан çак ытлăх-çитлĕхе курса тĕлĕннипе ăнран кайĕç, тупата. Хакĕсем çыртаççĕ-ха ĕнтĕ, анчах паянхи калаçу урăххи пирки. Çак ĕçме-çиме пахалăхĕ, хăрушсăрлăхĕ тивĕçтерет-и? Ыйту ăнсăртран мар. Центрти телекурав кăларăмĕсене пăхсан лавккана-пасара кайма та хăрамалла. Паха тесе паян тем те тыттарса яма пултараççĕ. Кÿршĕ регионтах, авă, утильзавода пырса панă сысна виллисен пайĕсене каса- каса сутнă тĕслĕх пулнăччĕ.

Россельхознадзорăн республикăри управленийĕнче Чăваш Енĕн апат- çимĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тĕксĕм тĕссемпе сăнламаççĕ. Çак тытăмăн тĕрĕслевпе надзор ĕç-хĕлĕ пĕтĕмпех апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă теме те юрать. Ку енĕпе çулталăкăн 1-мĕш çурринче кăна 1,5 пине яхăн проба илнĕ, вĕсене Хусанти, Мускаври, Владимирти лабораторисенче тĕпченĕ. Шел те, сисчĕвлентерекен самантсем пур. Мордовирен, Тамбов облаçĕнчен кÿнĕ чăх ашĕнче нитрофурансемпе вĕсен метаболичĕсене тупнă. Ульяновскри "Рыбный двор" ООО пуллинче вара мышьяк тупăннă. Самар, Ульяновск, Мускав облаçĕсенче, Мускав хулинче туса кăларнă сĕт юр-варĕ çу виçипе пахалăха тивĕçтермен... Хамăрăн сĕт тирпейлекен предприятисен продукцийĕ пахалăха тивĕçтермен тĕслĕхсене Россельхознадзор тупса палăртман. Вĕсем "алă айĕнче" те — çавăнпа саккуна уяççĕ пулинех.

Федерацин çак тытăмĕ республикăна кÿрекен тырра, улма-çырлапа пахча çимĕçе те тĕрĕслесе тăрать. Кунта та ыйту чылай. Ютран продукци илсе килни çинчен йĕркепе килĕшÿллĕн Россельхознадзора пĕлтермелле — хăш-пĕр предприниматель е ятарласах, е пĕлменнипе çапла тумасть. Тĕрĕслемен грузра вара тем те пулма пултарать — ÿсен-тăранăн халĕччен кунта пулман киревсĕр чирĕсенчен пуçласа питĕ сиенлĕ хурт-кăпшанкă таранах. Кунта сарăлса кайрĕç тĕк — вĕсемпе кĕрешмешкĕн кайран мĕн чухлĕ тăкакланма, вăй хума тивĕ! Сыхлăх кирли — иккĕленÿсĕр. Тĕрĕссипе, колорадо нăрри те хăй вăхăтĕнче Совет Союзне çапла майпах лекнĕ вĕт. Ача чух, асрах-ха, ăна алă вĕççĕн пуçтарсах çĕр улми анине тасатма пулатчĕ. Халь вара йăрансене çу каçа икĕ-виçĕ хут наркăмăшлама тивет. Мĕн чухлĕ укçа, вăхăт, вăй каять!

Çăмăлттайлăх хакла ларни кал а м а с ă р а х п а л л ă. Т ĕ р ĕ с с и п е, пĕлтĕр республикăра сиксе тухнă Африка мурĕн сăлтавĕ те яваплăха туйманнипех çыхăннă вĕт. Пĕри вилнĕ сыснана никама пĕлтермесĕр ял айккинче чавса чикнĕ те... Çакна пула кайран мĕн чухлĕ сыснана тĕп тума тиврĕ! Юрать, мерăсем вăхăтра йышăннă май мура анлă сарăлма памарĕç. Паян специалистсем республика АЧС тĕлĕшпе таса теççĕ. Улатăр, Пăрачкав, Йĕпреç районĕсенче палăртнă карантин режимне хĕлле пăрахăçларĕç, хăрушлăх пулнă зонăран сысна, унăн ашне илсе тухма юраманнипе çыхăннă чару вăхăчĕ те кĕçех, утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче, вĕçленет.

Çапах хăрушлăх пурпĕр пысăк. Çак кунсенче кăна-ха Иваново облаçĕнче АЧСăн тепĕр "çăл куçне" тупса палăртнă, Саратов облаçĕнче ĕç-пуç çивĕч теççĕ. Пирĕнпе кÿршĕллĕ мар-ха та, çапах çав регионсем Чăваш Енпе пĕр "пиçиххипе" çыхăннăскерсем — асăрханмалла. Çавăнпах республика сыснана ытти выльăх-чĕрлĕхпе улăштарас çул çине тăнă. Патшалăх ветеринари службинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çултанпа Чăваш Енри 509 фермер хуçалăхĕ, уйрăм çынсен 16,6 пине яхăн хушма хуçалăхĕ сыснаран писсе ытти выльăхпа ĕçлеме пуçланă: вăкăр самăртаççĕ, сурăх, кролик, кайăк-кĕшĕк усраççĕ.

Чăн та, чăх-чĕп тытасси те паян хăрушлăхпа тÿрремĕнех çыхăннă. Çуркунне Тутарстанри пĕр фабрикăра кайăк грипне тупса палăртсан Чăваш Енри кайăк-кĕшĕк усракансем те еплерех хыпăнса ÿкнĕччĕ. Унтан кунта чĕпсем, продукци илсе килнине тупса палăртман, анчах специалистсем Чăваш Енпе Тутарстан вĕçен кайăксен пĕр миграци коридорĕнче пулнине палăртаççĕ, эппин, сыхлан-малли пирки иккĕленÿ пулма пултараймасть. Кÿршĕ республикăри çав фабрикăра вара 500 пин пуç ытла чăх-чĕпе тĕп тума тивнĕ.

Ют çĕршывсенчен илсе килекен ĕçме- çиме тĕлĕшпе те ыйту нумай. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.