Николай КОНОВАЛОВ. Россельхознадзор сăн ÿкерчĕкĕ.

18 Утă, 2017

Мĕн çиетпĕр?

Чăнах, пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту вĕт: çын мĕн çинипе унăн сывлăхĕ те, тепĕр чух пурнăçĕ те тачă çыхăннă. Çавăнпах апат-çимĕç пахалăхĕпе хăрушсăрлăхне тĕрĕслесе тăракан тытăм та пайтах: Роспотребнадзор, ветеринари служби, Россельхознадзор... Ку ыйтусем, паллах, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен яваплăхĕн шутне те кĕреççĕ.