Маунтинбайк ăсти кĕнеке вулама кăмăллать

Иртнĕ çулхи сезон маунтинбайк ăстишĕн Ольга Терентьевăшăн ăнăçлă пулчĕ: çамрăк спортсменка çĕршыв чемпионатĕнче çĕнтерчĕ тата тĕнче чемпионатĕнчен кĕмĕл медальпе таврăнчĕ. Маунтинбайк хăйнеевĕрлĕ спорт пулнă май Шупашкарти В.Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕсен ятарлă 7-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен пике парашютпа сикет пулĕ тенĕччĕ. Çук, иккен. Ăмăртусемпе тренировкăсенче ывăннă хыççăн килти шăплăхра канма юратать вăл.

- Ольга, хăюллисен трасси çинче хăрушă мар-и?

- Хăнăхнă эпир. Тренировкăсемпе сборсене ахальтен çÿреместпĕр вĕт. 2000 метр çÿллĕш тусем çинче хатĕрленетпĕр. Айлăмлă, чуллă, пылчăклă трасса çинче хамăра çирĕп тытатпăр. Чăрмавсем шиклентермеççĕ. Аманасси те пулать паллах. Калăпăр, икĕ çул каялла Европа чемпионатĕнче алла суранлатрăм. Çулталăк ытла сиплентĕм ун хыççăн. Çавăнпа малтанхи çул тĕнче чемпионатĕнче хама кăтартаймарăм. Ун чухне 23-мĕш вырăн çеç йышăннăччĕ, пĕлтĕр вара - иккĕмĕш. Ăмăрту вăхăтĕнче çумăр çуни, сивĕ пулни, пылчăк çăрăлни мана хăратмасть. Эпĕ унашкал çанталăка пушшех юрататăп. Шăрăх кăна ан пултăр. Чи хăрушши - велосипед çĕмĕрĕлни. Ун пек чухне дистанцирен тухса ÿкетĕн. Урăххипе улăштарма юрамасть. Кустăрмине кăна ылмаштарма ирĕк параççĕ. Малалла вулас...

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.