“Лашаран ĕçчен чăваш арçыннин шăрши кĕрет”

26 Нарăс, 2015

Кама кăна тĕл пулмастпăр-ши шăпа пÿрнĕ çул çинче? Пурăнан пурнăçра журналист профессине вăхăтлăха улăштарса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пиччĕшĕн, Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турхан ялĕнче кун çути курнă Александр ИГНАТЬЕВĂН, юбилейĕнче кĕрекеçĕ пуласса эпĕ тĕлĕкре те тĕлленмен. Паян "Çамрăксен хаçачĕн" вулаканĕсене пуян чĕлхеллĕ, ваттисен сăмахĕсене татти-сыпписĕр калакан, юрра-ташша ăста çак чăваш арĕн кун-çулĕпе паллаштарас килет.

- Александр Васильевич, иртнĕ кĕркунне 60 çул тултартăр. Çак çĕр çине тепре килес пулсан пурăнса ирттернĕ кун-çулăрах суйлăттăр-и?

- Темĕн те тÿсрĕм пулсан та Турă панă пурнăçпа эпĕ кăмăллă. Атте-аннерен, асатте-асаннерен, кукамай-кукаçирен лайăххине самаях илтĕм. Чи кирли - вĕсем мана ĕçе юратма вĕрентрĕç. Тĕрĕслĕхе пурнăç тараси çине хурса пĕрре мар виçрĕм. Тепĕр тесен, эпĕ Лаша çулĕнче Тараса зодиак паллин тапхăрĕнче çуралнă-çке.

- Эппин, лаша сирĕн чи юратнă чĕрчун. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.