Конкурсы

Тăван ялăм çапла пулнă.

Кăçал çĕр-шывра Культура çулталăкĕ иртет. Эпир те, «Тантăш» хаçат тусĕсем тата çамрăк тавра пĕлÿçĕсем, ăна паллă тăвас тетпĕр. Çав тĕллевпе «Чăваш Республикинчи учительсен ассоциацийĕ» çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ (ертÿçи - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Г.Л.Никифоров) редакципе пĕрле «Тăван ялăм çапла пуçланнă» конкурс йĕркелеме йышăнчĕ. Кунта эпир Чăваш Енри кашни ял мĕнле пуçланса кайни пирки сăмах хускатасшăн. Çак ĕçре эсир, вулакансем, пулăшни питĕ вырăнлă.

«Тăван культура — Раççей культурин чĕрĕ тĕпренчĕкĕ» викторина

2014 çул Раççей аталанăвĕнче - культура çулталăкĕ. Çак ылтăн çÿпçери ĕмĕрсен мулне хăватлатнинче тăван халăх тÿпи те пысăк. «Самант» ирттерекен викторинăра культура пĕлтерĕшĕ анлă, ăна сцена искусствипе çеç çыхăнтарма кирлĕ мар. Культура - чĕмĕш тата япалаш (духовное и материальное) пĕрлĕхĕ, шăранчăкĕ.

Раççей Федерацийĕн Конституцине - 20 çул

Çĕр-шыв аталанăвĕ, пурăнăç хăтлăхĕ, патшалăх малашлăхĕ пирки калаçнă чух эпир ялан тенĕ пекех Николай Некрасовăн: «Сăвăç пулмасса та пултаран, граждан пулма - сан тивĕçÿ», - сăвă йĕркисене аса илетпĕр. Чăнах та, Конституци - гражданлăх институчĕн тĕкĕрĕ. Гражданлăх мĕнле аталаннине ăнланас тесен иртнине те манмалла мар. Раççей Конституцийĕ 20 çул тултарнине чысланă май эпир истори мĕн вĕрентине те аса илес терĕмĕр.

Pages