«Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçачĕ конкурса пĕтĕмлетрĕ

«Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕ паян тусĕсене Шупашкарти Ботаника садĕнче пухрĕ. Шăпах кунта «Пĕчĕк тусăмăрсем» конкурса хутшăннă хастар вулакансене чысларĕç.

Хаçат тусĕсен йышĕнче ачасем те, аслă çултисем те пуррине палăртма кăмăллă. ЧР Вĕрентÿ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ, ЧР Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Алевтина Федорова та çак шухăша палăртрĕ.

— Анне чĕлхипе калаçса, вуласа, çырса питĕ парахатарлă ĕç тăватăр эсир, — терĕ Алевтина Николаевна.

Хаçат вулаканĕсем Ботаника сачĕпе те кăсăклансах паллашрĕç. Унăн директорĕ Александр Дмитриев каланă тăрăх, кунта ÿсен-тăран 3 пин ытла тĕсĕ çитĕнет.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас