Конкурссем

Ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсĕ - 2015

Ольга ШАМАЕВА ÿкерчĕкĕ

РФ экологипе çутçанталăк ресурсĕсен министерстви пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн «Тĕрлĕ тĕслĕ тумламсем» ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсĕ пуçланнине пĕлтеретпĕр.

Конкурс тĕллевĕ: çамрăксен хушшинче шыв ресурсĕсемпе перекетлĕ те типтерлĕ усă курмаллине анлă сарасси, çитĕнекен ăрăва шыва хисеплеме хăнăхтарасси, ача-пăчана экологи ĕçĕ-хĕлне явăçтарасси, вĕсен пултарулăхне аталантарасси.

«Ялхуçалăх çыравĕ çинчен эсир мĕн пĕлетĕр?» викторина

«Ялхуçалăх çыравĕ çинчен эсир мĕн пĕлетĕр?» викторинăна патшалăх статистикин Федераллă службин Чăваш Республикинчи - Чăваш Енри Территори органĕпе республикăри ачасемпе çамрăксен «Тантăш» хаçат редакцийĕ йĕркелеççĕ. Ăна 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен иртекен Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне халалланă. Çак ĕçĕн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Ялхуçалăхне аталантарас тесен аграри умĕнче тăракан çивĕч ыйтусене тĕплĕн тишкермелле, тĕрĕс информаципе усă курмалла. Çырав - ялти çĕнĕ улшăнусене пуçламалли тĕп тапхăрсенчен пĕри.

«Çунатлă, вутлă чунлă поэт»

Çак ятпа йĕркелекен конкурса чăваш поэзи никĕслевçи Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 тата ЧР вĕренÿ институтне уçнăранпа 80 çул çитнине, Раççейре тата Чăваш Енре ирттерекен Культура çулталăкне халалланă.

Шырăр, çырăр, ÿкерĕр, хутшăнăр та çĕнтерĕр!

«Кĕнеке – паха тупра, ăна упра. Кĕнекепе туслашсассăн ăс пухатăн», – тенĕ мĕн ĕлĕкрен ваттисем. Ку сăмахсем паян та кивелмен. Паллах, компьютер пĕлĕвĕ те питĕ кирлĕ. Анчах ачана кунашкал кăткăс техникăпа паллаштариччен, кирлĕ информацие çăмăл мелпе шырама вĕрентиччен малтан кĕнекепе туслаштармалла. «Мĕншĕн?» – тесе тĕлĕнетĕр-и? Ара, шăпах кĕнеке çамрăка шухăшлама, илемлĕ те яка калаçма, тĕрĕс çырма хăнăхтарать; асамлă та хăйне евĕрлĕ тĕнчене ертсе кĕрет; пулăмсене хак пама, анлăрах курма май парать.

Pages