Комментари хушас

«Сăваплă ят» викторина

Митта Ваçлейĕ /1908-1957/ поэт, прозаик, куçаруçă тата критик чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă. <...>

Аслă ăру поэчĕ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 2018 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче 110 çул çитет. <...> Юратнă поэта сума суса эпир те «Сăваплă ят» викторина йĕркелерĕмĕр. Ăна ирттерекенсем: Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ, Чăваш наци библиотеки, «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тăван Атăл» литературăпа культура тата искусство журналĕпе чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ. Литература вăййине Чăваш Республикинче кăна мар тата Раççейĕн ытти регионĕнчи шкул ачисене, профессипе техника училищисенче, колледжсемпе техникумсенче вĕренекенсене, аслă шкул студенчĕсене, çамрăксене, вĕрентекенсемпе библиотека ĕçченĕсене, Митта Ваçлейĕн пултарулăхне юратакансене хутшăнма чĕнетпĕр.

Викторина хуравĕсене <...> 2018 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен «Митта Ваçлейĕн конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççĕ: 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10- мĕш çурт, Чăваш наци конгресĕ, электрон почта: congress21@mail.ru. Телефонсем: 62-35-61, 62-82-05. 

Ыйтусем:

1. Василий Егорович мĕнле кил-йышра çитĕннĕ?

2. Литература тĕпчевçисем Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕн çулне темиçе тапхăра уйăрса пăхаççĕ. Геннадий Юмарт поэт-тĕпчевçĕ ун пултарулăхне миçе тапхăра уйăрнă?

3. 18 çулти Митта Ваçлейĕн çывăх тусĕ патне янă çырура: «Эпĕ çав ĕçе, чăваш халăхне малалла ярас йĕркене, нихăçан та, хамăр ĕмĕр иртсе каймасăр та пăрахас çук», — тенĕ. Çамрăк поэт çак тупа сăмахĕсемлĕ çырăва кам патне яма пултарнă?

4. Василий Митта чăваш ялĕсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем — колхозсем — йĕркелени çинчен поэма çырнă. Ăна автор 1930 çулта «Сунтал» журналта мĕнле ятпа пичетленĕ? 1932 çулта çав хайлав тепĕр хут урăх ятпа тухнă. Поэмăн иккĕмĕш ячĕ мĕнле?

5. «Чăваш çыравçин Митта Ваçлейĕн ырă сăнарне мĕн ĕмĕрĕм тăршшĕнче те манса каймашкăн тивĕçĕм çук. Митта хама пирĕшти пек тĕл пулнă чух мана тÿсме çук йывăрччĕ, кун-çулăм татăлас вĕçнех çитнĕччĕ. Ваçлей мана шăпах выçă вилесрен хăтарчĕ…» — тенĕ культ тапхăрĕнче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Миттапа пĕр лагерьте пулнă паллă çын. Василий Егоровичăн çынлăхне хакласа калаканăн ятне калăр. Вăл хăш халăх çынни?

6. Культ самани çинчен чăваш çыравçисем чылай çырнă. Вĕсен йышĕнчи пĕр хисеплĕ çыравçă Митта Ваçлейĕн шăпине тĕпе хурса паллă хайлав пичетленĕ. Унта репресси вăхăтĕнчи лару-тăрăва сăнласа кăтартнă. Ĕç-пуç 1937-1947 çулсенче Чăваш тата Çĕпĕр çĕрĕсенче пулса иртет. Хайлав ятне тата авторне палăртăр.

7. Митта Ваçлейĕ пĕр сăвăра поэзие ырă сунакан виçĕ хăват пуррине каланă. Поэтăн сăввин ятне тата виçĕ хăват ятне çырăр.

8. Вырăссен аслă поэчĕн Александр Пушкинăн пĕр сăввине Николай Шупуççынни, Аркадий Ĕçхĕл, Митта Ваçлейĕ — пурте уйрăммăн куçарнă. Митта Ваçлейĕ куçарнин чăвашла ячĕ мĕнле?

9. Шупашкарта тата Чăваш Республикинче Митта Ваçлейĕ ячĕпе çыхăннă вырăнсем, ятсем пур. Вĕсен шучĕ улттă. Поэт пурăннă тата ун ячĕпе хисепленекен вырăнсене асăнăр.

10. Василий Егорович Митта 1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче вилнĕ, 12-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Поэта хăш ял масарне пытарнă? Унăн вил тăпри çинчи палăкĕ çине çырса хунă тăватă йĕркеллĕ сăвă çаврăмĕ мĕнле? Ăна хăш хайлавран илнĕ?

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.