Комментари хушас

Тăван ял илемĕ

КОНКУРС ВĔÇЛЕННĔ

«Тăван ял илемĕ» ÿкерчĕксен конкурсĕн çĕнтерÿçисем:

1-4-мĕш классем:

1-мĕш вырăн — Валерия Ширтанова /Патăрьел районĕ, Çĕньял шкулĕ/,

2-мĕш вырăн — Ирина Кошелева /Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ/, Дарья Николаева Шупашкар, 36-мĕш шкул/,

3-мĕш вырăн — Константин Осипов /Шупашкар, 36-мĕш шкул/, Денис Орлов /Çĕнĕ Шупашкар, 18-мĕш лицей/.

 

5-8-мĕш классем:

1-мĕш вырăн — Елена Кириллова / Патăрьел районĕ, Турхан шкулĕ/,

2-мĕш вырăн — Алина Тимофеева / Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ/, Ксения Ильдякова /Шăмăршă районĕ, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ/,

3-мĕш вырăн — Максим Алексеев / Вăрнар районĕ, Нурăсри интернат-шкул/, Вероника Семенова /Вăрнар районĕ, Нурăсри интернат-шкул/.

Пурĕ конкурса 42 ĕç тăратнă.

*     *    *

«Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ «Тăван ял илемĕ» ÿкерчĕксен конкурсĕ ирттерет. Унăн тĕллевĕ ачасен пултарулăхне аталантарассипе, ырă шухăшсене палăртма, çут çанталăка, тăван тăрăха юратма вĕрентессипе çыхăннă.
Конкурса 1-8-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ.
Кашни шкул ачин 1 ÿкерчĕк тăратма юрать.
Ăмăрту пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен тăсăлĕ.
Конкурса хутшăнакансем хăйсен ĕçне /20х30 форматпа /А4/ «Тантăш» хаçат редакцине илсе çитермелле е ÿкерчĕке хуçлатмасăр почтăпа конвертпа ярса памалла /428019, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, «Тантăш» хаçат редакцийĕ/.
— Ÿкерчĕксен пахалăхĕ уçăмлă пулмалла;
— Конкурс темипе çыхăнмалла;
— Хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăмалла;
Авторăн хăйĕн ĕçĕнче хушаматне, ятне, ашшĕ ятне /туллин/, хула е районне, шкулне, класне, ÿсĕмне палăртмалла, ÿкерчĕк ятне çырмалла.
Ĕçсене редакцие илсе çитернĕ чухне авторсен ача-пăча кăларăмĕсенчен /«Тантăш», «Тетте», «Самант»/ хăшне те пулин 2-мĕш çур çуллăх валли çырăннине ĕнентерекен квитанци копине пĕрле тăратмалла.
Интернетран илнĕ ÿкерчĕксене тата фломастерпа ÿкернисене йышăнмастпăр.
Конкурс пĕтĕмлетĕвне, çĕнтерÿçĕсене ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн официаллă сайтĕнче тата «Контактра» соцсетьре «Тантăш- Тетте-Самант» ушкăнра палăртăпăр. Чыславне хăçан тата ăçта ирттерессине уйрăм пĕлтерĕпĕр. Паха та илемлĕ ÿкерчĕксен авторĕсене дипломпа, парнепе, вĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсене тав хучĕпе чыслăпăр. Кашни хутшăнакан сертификатлă пулĕ. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ: 8-967-470-67-97.
РЕДАКЦИ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.