«ÇĔНĔ ХУМ» КОНКУРС çĕнтерÿçисене саламлатпăр!

7 Чÿк, 2019

Кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăхĕн ăмăртăвĕ вĕçленчĕ. Вăл акан 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿкĕн 1-мĕшĕччен пычĕ. Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ – илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене литература ĕçне анлăрах явăçтарасси пулчĕ.
Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш, Тутар республикисен тата Чĕмпĕрпе Самар облаçĕсен шкулĕсенче 7-11-мĕш классенче вĕренекенĕсем, колледжсемпе аслă шкулсен студенчĕсем хастар хутшăнчĕç. Вĕсенчен 100 ытла ал çыру килчĕ. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер ертсе пынипе жюри çамрăк авторсен сăвви-калавне, очерк-пьесине пăхса тухрĕ, хак пачĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе «Хыпар» ИÇ сайтĕнче тата «Контактра» соцсетьри «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăнра паллашма пулать.
Жюри конкурс çĕнтерçисене тăватă номинаципе ачасен сĕмĕ тăрăх уйрăммăн палăртрĕ: «Чи лайăх сăвă», «Чи лайăх калав», «Чи лайăх очерк», «Чи лайăх пьеса».
Тăван чĕлхене юратакансене, сăмах нерĕпе кăсăкланакансене, вĕрентекенсене хастар пулнăшăн тав тăватпăр, çĕнтерçĕсене чĕререн саламлатпăр, малашне те пултарулăх ăмăртăвĕсенче çитĕнсем тума сунатпăр.
Конкурса хутшăннисене пурне те сертификат паратпăр, ăна Чăваш наци конгресне кĕрсе илмелле.
«Çĕнĕ хум» конкурс çĕнтерçисемпе вĕсен вĕрентекенĕсене чкĕн 16-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекине (Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 15-мĕш çурт) пĕтĕмлетпе чыслава килме йыхравлатпăр.
Чыслав наци вулавăшĕн акт залĕнче 13.00 сехетре пуçланать. Поэзи уявне пурне те чăваш тумĕпе килме сĕнетпĕр.

Çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç:
Татьяна Яковлева, 9 класс, Опытнăй шкулĕ, Çĕрпÿ районĕ, вĕрентекен – Петрова Татьяна Николаевна; Анастасия Матросова, 7 класс, Тăрмăш шкулĕ, Тăвай районĕ, вĕрентекен – Григорьева Зинаида Николаевна; Александра Мясникова, 9 класс, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен – Левая Нина Аркадьевна; Мальвина Козлова, 8 класс, Чутей шкулĕ, Тăвай районĕ, вĕрентекен – Филиппова Нина Калистратовна; Андриян Антонов, 9 класс, Кĕçĕн Кипек шкулĕ, Вăрнар районĕ, вĕрентекен – Семенова Надежда Николаевна; Анастасия Николаева, 9 класс, Кукшакасси шкулĕ, Çĕрпÿ районĕ, вĕрентекен – Григорьева Тамара Вячеславовна; Иван Родионов, 7 класс, Кĕçĕн Çĕрпÿел шкулĕ, Комсомольски районĕ, вĕрентекен – Ефимова Валентина Сергеевна; Ульяна Борисова, 7 класс, Çĕнĕ Улхаш шкулĕ, Чăнлă районĕ, Чĕмпĕр облаçĕ, вĕрентекен – Кудряшова Светлана Федоровна; Алина Левая, 9 класс, Патреккел шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен – Енейкина Галина Леонидовна; Екатерина Васильева, 9 класс, Аçăмçырма шкулĕ, Вăрнар районĕ, вĕрентекен – Ильина Светлана Микояновна; Арина Левендеева, 9 класс, Алешкин – Саплăк шкулĕ, Çĕпрел районĕ,Тутар Республики, вĕрентекен – Григорьева Надежда Васильевна; Анастасия Пизенева, 9 класс, Патăрьелĕн 1-мĕш шкулĕ, Патăрьел районĕ, вĕрентекен – Сорокина Людмила Александровна; Дарья Мартынова, 8 класс, Аслă Аксу шкулĕ, Çĕпрел районĕ, Тутар Республики, вĕрентекен – Ярмушова Валентина Николаевна; Анна Титова, 11 класс, Чутей шкулĕ, Тăвай районĕ, вĕрентекен – Филиппова Нина Калистратовна; Валентина Леонтьева, 11 класс, Опытнăй шкулĕ, Çĕрпÿ районĕ, вĕрентекен – Петрова Татьяна Николаевна; Дмитрий Сандрейкин, 11 класс, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ, Шăмăршă районĕ, вĕрентекен – Сандрейкина Елена Михайловна; Наталья Мусалова, 10 класс, Елчĕк шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен – Иванова Алевтина Афанасьевна; Анастасия Лазарева, 10 класс, Енĕш Нăрваш шкулĕ, Тăвай районĕ, вĕрентекен – Степанова Галина Федоровна; Кирилл Васильев, 11 класс, Красноармейски шкулĕ, Красноармейски районĕ, вĕрентекен – Михайлова Зинаида Петровна; Оксана Андреева, 10 класс, Çĕнĕ Йĕлмел шкулĕ, Çĕпрел районĕ, Тутар Республики, вĕрентекен – Карсакова Татьяна Михайловна; Екатерина Силерова, 4 курс, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, вĕрентекен – Алексеева Людмила Николаевна; Ксения Артемьева, 3 курс, Шупашкарти медицина колледжĕ, вĕрентекен – Артемьева Алина Петровна; Раиса Семенова, 1 курс, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, вĕрентекен – Никитина Светлана Петровна; Снежанна Чамеева, 3 курс, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ; Екатерина Макарова, 201 ушкăн, Чăваш Республикин культура училищи (техникумĕ), вĕрентекен – Ерисов Сергей Николаевич; Елена Ярхуткина, 4 курс, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ; Мария Мынина, 1 курс, Çĕпрел районĕн Çĕпрелти отрасль технологийĕсен техникумĕ, Тутар Республики, вĕрентекен – Яковлева Светлана Васильевна; Александра Ярмушова, 2 курс, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ; Анна Федорова, 8 класс, Кивĕ Саврăш шкулĕ, Аксу районĕ, Тутар Республики, вĕрентекен – Захарова Валентина Валентиновна; Вероника Биктеева, 9 класс, Тутар Каши шкулĕ, Чăнлă районĕ, Чĕмпĕр облаçĕ, вĕрентекен – Головина Зоя Владимировна; Мария Ефимова, 9 класс, Малти Ишек шкулĕ, Вăрнар районĕ, вĕрентекен – Ефимова Надежда Витальевна; Инна Козлова, 7 класс, Елчĕк шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен – Иванова Алевтина Афанасьевна; Наталья Васильева, 8 класс, Пикшик шкулĕ, Красноармейски районĕ, вĕрентекен –Тихонова Людмила Анатольевна; Анастасия Ерепова, 7 класс, Якуртушкăнь шкулĕ, Çĕмĕрле районĕ, вĕрентекен – Албутова Надежда Михайловна; Олеся Григорьева, 11 класс, Пысăк Енккасси шкулĕ, Вăрмар районĕ, вĕрентекен – Иванова Ирина Васильевна; Анна Егорова, 11 класс, Оытнăй шкулĕ, Çĕрпÿ районĕ, вĕрентекен – Петрова Татьяна Николаевна; Эрбина Портнова, 3 курс, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ; Илья Корнилов, 1 курс, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, вĕрентекен – Михайлова Надежда Владимировна; Елена Плотникова, 7 класс, Патреккел шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен – Енейкина Галина Леонидовна; Петр Ятрушев, 7 класс, Урпаш шкулĕ, Етĕрне районĕ, вĕрентекен – Кузьмина Венера Меркурьевна; Данил Веников, 11 класс, Кушкă шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен – Веникова Галина Васильевна; Екатерина Лукиянова, 1 курс, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ; Виктория Савинова, 10 класс, Елчĕк шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен – Иванова Алевтина Афанасьевна; Вероника Титова, 7 класс, Палантай шкулĕ, Шунтал районĕ, Самара облаçĕ, вĕрентекен – Симцова Галина Леонидовна; Анастасия Данилова, 3 курс, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, вĕрентекен – Григорьева Екатерина Ивановна; Инесса Шашкина, 1 курс, Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ.

www.hypar.ru

Геронтий НИКИФОРОВ,
конкурс йĕркелекен комитет пайташĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.