Кадетсен балĕ иртнĕ
Çак кунсенче Канашри культура керменĕнче бал ташшисен XII Республика конкурсĕн тăрăхри тапхăрĕ иртнĕ. Вăл кадет шкулĕсемпе класĕсен хушшинче пулнă. «Георгий балне» 16 ансамбль хутшăннă. Пурĕ — 120 вĕренекен.
Мероприятире, ташланисĕр пуçне, йăлана кĕнĕ тăрăх Гранд-марш утнă. Пĕтĕмĕшле илсен, 7-8-мĕш классен хушшинче 1-мĕш, 3-мĕш вырăнсене Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕн командисем тухнă. 2-мĕш вырăнта — Шăмăршă районĕнчи Шăмăршă шкулĕ. 9-10-мĕш классенчен вара 1-мĕш вырăнта — Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕ. 2-мĕш вырăна Патăрьел районĕнчи Патăрьелти 1-мĕш шкул йышăннă, 3-мĕшне Çĕрпÿри 2-мĕш шкул тивĕçнĕ.
Валентина ФЕДОРОВА. Unitex-center.ru сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас