Пăшал вырăнне – сĕрме купăс
Муся Пинкензон Молдавири Бельцы хулинче çуралнă. Арçын ача пиллĕк тултарсанах хула хаçачĕ вăл епле ăста сĕрме купăсçă пулни çинчен çырса кăтартнă. 1941 çулта ашшĕне, Владимир Борисович тухтăра, Усть-Лабинскри çар госпитальне куçараççĕ. Пинкензонсен çемйи Полина Ивановна Каленова патĕнче вырăн тупать.