Чун киленĕçĕ – вĕренекенĕсенче

Ачасене вĕрентесси – турă панă професси теççĕ. Çак ĕçре вăй хуракансен пепкен шалти туйăмне ăнланма пĕлни кирлĕ.

Çĕньял Покровски шкулĕнче тăрăшакан Алевтина Васильевна Иванова та хăйне урăх ĕçре пачах та курмасть теме пулать. Вăл йăл куллипе, кăмăлĕпе, тавра курăмĕпе пурне те тыткăнлама пултарать. «Ачасемсĕр пурăнаймастăп», – сăмахсем чунранах тухаççĕ Алевтина Васильевнăн. Каникулта та вăл вĕренекенĕсемшĕн тунсăхлатăп.

А.В. Иванова пур енĕпе те пултаруллă. Ыттисене хăй патне туртать, кашнинпех пĕр чĕлхе тупма пултарать. Ахальтен мар ачасем те юратаççĕ ăна. Паллах, урок ирттерме чăрмантаракансем те тупăнкалаççĕ. Ача ачах ĕнтĕ. Вĕрентекен вĕсемпе вырăнлă шÿтлесе те кăшт йĕплесе йывăр лару-тăруран тухма пултарать.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи физикăпа математика факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн пĕр хушă Вăрмар районĕнчи шкулта вăй хурать çамрăк педагог. Ачасене математикăпа тарăн пĕлÿ парассишĕн ырми-канми тăрăшать. Каярах Алевтина Васильевна хăй çуралнă тăрăха килсе паянхи кунчченех, 30 çул ытла ĕнтĕ Çĕньял Покровски шкулĕнче чунне парса ĕçлет. Урокра вĕренекенсенчен çирĕп ыйтать, унсăрăн наукăсен «патшине» парăнтарма май çук. Çапах та килти ĕçсене пурнăçламасан тÿрех «2» паллă лартмасть, сăлтавне пĕлет, айăпĕсене тÿрлетме шанăç парать.

А.В. Иванова пĕлÿ паракан ачасем çулсеренех экзаменсене ăнăçлă тытаççĕ. Олимпиадăсемпе тĕрлĕ конкурсра та унăн вĕренекенĕсем питĕ хастар, кашни çулах – çĕнтерÿçĕ е призер. «Ĕçне кура хисепĕ», – теççĕ. 2005 çулта Алевтина Васильевна «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» ята тивĕçнĕ.

Унăн вĕренекенĕсенчен нумайăшĕ аслă шкул хыççăн хăй суйланă профессипе ĕçлет. Тĕрлĕ уявра е чунне уçса калаçмалли самант пулсан юратнă вĕрентекенĕ патне шăнкăравлаççĕ. Паллах, çакă чун киленĕçне шкулта, ачасенче тупнă педагога малалла ĕçлеме хавхалану кÿрет çеç.

 

Шупашкар районĕ,

Çĕньял Покровски шкулĕ.

Галина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.