Тантăш

11 Авăн, 2014

Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çити çĕкленĕ Андриян Николаев çуралнăранпа – 85 çул!

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче СССР космонавт-летчикĕ, авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, ЧР Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Виççĕмĕш космонавта, Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлне асăнса шкулсенче уçă уроксем иртрĕç, класс сехечĕсем тата ытти кăсăклă мероприяти пулчĕ.

11 Авăн, 2014

Кил илемĕ – килĕшÿ

«Çурта лартнипе çурт лартаймăн», – тенĕ ĕлĕкех хисеплĕ шур сухалсем. Чăнах та, çурт-йĕр çавăрасси нихăçан та çăмăл ĕç шутланман. Хăтлă та илемлĕ пÿрт хуçи пуличчен самаях тар тăкмалла. Юрать-ха, халăхра пĕр-пĕр-не пулăшас йăла пур. Унсăрăн тата та тертлĕ килмелле. Телее, хăш-пĕр тăрăхра ниме йĕркине халĕ те пăрахăçламан. Ку, паллах, савăнтарать. Ырă тĕслĕхе ыттисем те тĕпе хурсассăн, паха йăлана каялла тавăрсассăн тем пекех аванччĕ... Хавхаланса, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени йывăрлăхсене парăнтарма, тăрăшуллăрах пулма хистет-çке-ха. Кил илемĕ – килĕшÿ.

11 Авăн, 2014

Поэзи, çамрăклăх, малашлăх...

2015 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитĕ. Константин Васильевич историе поэт пек кăна кĕрсе юлман. Вăл çавăн пекех – драматург, тăлмачă, прозаик, фольклорист, ÿнерçĕ тата чăваш литературин никĕс-левçисенчен пĕри. Унăн пултарулăхне чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те пысăка хурса хакланă, хаклаççĕ, хаклĕç те.

11 Авăн, 2014

Тĕнчен тăватă кĕтессине пĕрлештерекен

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче тĕнчипе паллă синолог – Чăваш Енĕн чысĕ те мухтавĕ Никита Бичурин çуралнăранпа 237 çул çитрĕ. Кÿкеç поселокĕнчи «Н.Я. Бичурин тата хальхи самана» музей çак паллă куна асăнса «Бичурин вулавĕ-сем» ирттерчĕ. Вулав паллă ăсчахсене те, студентсене те, шкул ачисене те пĕрлештерет.

11 Авăн, 2014

Хăюллă çыхăнуçă Лида Вашкевич

Гродно хулинчи историпе тавра пĕлÿ музейĕнче Лида Вашкевич сăн ÿкерчĕкĕ пур. Пионер галстукĕ те çавăнтах. Çар заданине кайнă чухне те хĕр ача унран уйрăлман.

Кантăк айĕнче – хура сумка. Партизансем патне çитерме Лида унта хĕç-пăшал, взрывчатка тата хутсем чиксе çÿренĕ.

Pages