- Чăвашла верси
- Русская версия
Хăюллă çыхăнуçă Лида Вашкевич
Гродно хулинчи историпе тавра пĕлÿ музейĕнче Лида Вашкевич сăн ÿкерчĕкĕ пур. Пионер галстукĕ те çавăнтах. Çар заданине кайнă чухне те хĕр ача унран уйрăлман.
Кантăк айĕнче – хура сумка. Партизансем патне çитерме Лида унта хĕç-пăшал, взрывчатка тата хутсем чиксе çÿренĕ.
Юнашарах – партизансен Матросов ячĕллĕ отряд комиссарĕ Писарев юлташ Лида Вашкевич ячĕпе çырнă хыпар хучĕ. Унта хăюллă та харсăр хĕр ача вилĕмрен хăрамасăрах партизансене пулăшни çинчен каланă.
Çарта çыхăнуçă пулнă Лида Вашкевич пионера «Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин партизанне» 1-мĕш степень тата «Фашист Германине çĕнтернĕренпе 20 çул» медальсемпе чысланă.
***
...Ар çын хĕр ачана алăран çавăтнă, васкаса утать. Вĕсем Гродно урамĕпе пыраççĕ. Темиçе уйăх каялла çеç ăна Совет урамĕ тетчĕç. Халĕ вара ăна нимĕçле ят панă... Хулана тăшмансем çавăрса илнĕ. Таçта та – автоматлă нимĕç патрулĕсем. «Ан чарччăр çеç... Ирттерсе яччăр...»
– Патруль! Кунталла! Иртсе çÿремелли картиш çакăнта вырнаçнă!
Вĕсем самантрах çурт хапхинчен кĕрсе çухалчĕç, кил хушшипе иртрĕç те асăрханса тепĕр урама тухрĕç. Кунта шăп.
Пÿртрен пÿрт патне куçса, подъездсенче пытанса вĕсем тинех хула хĕррине çитрĕç. Акă сукмак. Вăл тĕм патне илсе каять, ун хыçĕнче вара вăрман курăнать.
– Ку сирĕн çул, Коля пичче!
– Лида, хăрамастăн-и?
– Çук. Эпĕ пĕчĕк мар вĕт. Курăр...
Лида хĕвĕнчен пионер галстукне кăларчĕ. Çак ахаль çеç хĕрлĕ виç кĕтеслĕхрен темĕнле çутă, ăшă, вăрçăчченхи туйăм тухса тăрать пек. Партизан çыхăнуçи Николай Рачковский хĕр ачана хул пуççинчен хыттăн ыталарĕ.
– Хăюллă эсĕ, – терĕ вăл. – Аçу пекех. Ну юрĕ, Лидок! Ăсатнăшăн тавах. Часах тĕл пулăпăр.
Килне таврăнсан алăка ашшĕ уçрĕ.
– Ну мĕнле, хĕрĕм?
– Лайăхах. Утса çитрĕмĕр.
Коммунистсен вăрттăн организацийĕ
Гродно хулине нимĕç çарĕсем йышăннă кунтанпа Лидăн ашшĕ коммунистсен вăрттăн организацийĕн ертÿçисенчен пĕри пулса тăчĕ. Хĕр ача вара ашшĕ хушнине пĕтĕмпех пурнăçларĕ.
Вашкевич хваттерне палламан çынсем çÿреме пуçларĕç. Вĕсем çĕрле килеççĕ те темĕн пирки чылайччен калаçаççĕ. Çав вăхăтра вара Лида подъезд умĕнче сыхласа тăрать. Урамалла пăхкалать: иккĕленÿллĕ шухăш çуратакан çынсем çук-и, полицайсем курăнмаççĕ-и, юнашар урамра патруль сасси илтĕнмест-и... Пĕчĕк хăрушлăха сиссенех ашшĕне пĕлтермелле!
Хушшăн-хушшăн таçта аякра пăшалтан пени илтĕ-нет, хуть те мĕнле сасă пулсанах патрульсем шатăртаттарма тытăнаççĕ.
Акă хĕр ача алăкран хуллен шаккарĕ: «Урамра никам та çук. Тухма юрать!»
Часах Лида ашшĕ патне килсе çÿрекенсем вăрттăн организацири çыхăнусем пулнине пĕлчĕ. Вĕсем кирлĕ хыпар тата çĕнĕ задани илме пуçтарăнаççĕ.
Пĕррехинче çавăн пек канашлу хыççăн ашшĕ Лидăна чĕнсе илчĕ те:
– Хĕрĕм! Акă укçа. Лавккаран шурă хут туянмалла. Каçхине ăна Коля пичче илсе кайĕ. Асăрхан. Сана тĕл пулакансен шанманлăх туйăмĕ ан çуралтăр, – терĕ.
Ирхине, лавккасем уçăлсанах, Лида ашшĕ хушнине пурнăçлама кайрĕ. Малтан пĕр, унтан тепĕр лавккана кĕрсе каç енне чылай хут туянчĕ. Николай Рачковский килчĕ те çак «пурлăха» илсе кайрĕ.
Темиçе кунтан хулара Совет информбюровĕн хы-парĕсене çутатакан листовкăсем курăнма пуçларĕç. Каллех хут кирлĕ. Ытларах та ытларах. Лида тепĕр хутчен лавккасене çÿреме тытăнчĕ. Пĕринче сутуçă ун çине шанмасăртарах пăхнăн туйăнчĕ. «Нивушлĕ темĕн тĕшмĕртет?» – шухăшласа илчĕ хĕр ача. Анчах хумханнине кăтартмасăр, нимĕн пулман пекех тухрĕ лавккаран. Урăх ниçта та каймарĕ, килне таврăнчĕ. Каçхине çакăн çинчен ашшĕне пĕлтерчĕ, лешĕ шухăша путрĕ.
– Атте, эпĕ ачасемпе, шкулти тусăмсемпе калаçса пăхсан мĕнле? Нумайăшĕ хуларан кайса ĕлкĕреймен вĕт-ха. Вĕсем хут туянма пулăшĕç, никам та нимĕн те тавçăраймĕ...
Тепĕр кунне Лида хулара юлнă ачасем патне çитсе кашнинех темиçешер хут туянма ыйтрĕ. Мĕн пуçтарнине шутласа пăхсан Лида калама çук савăнчĕ – вăл пĕччен кун чухлĕ туянаяс çукчĕ. Коля пичче пур ачана та мухтарĕ, малашне асăрхануллăрах пулма хушрĕ. Ачасенчен хăшĕ-пĕри çак хутсем мĕнле ĕç валли пулнине тавçăрчĕ, вăрттăн организацире ĕçлекенсемшĕн усăллă ĕç тума пултарнишĕн хĕпĕртерĕ.
Хулара ытларах та ытларах листовка курăнма тытăнчĕ. Вăрттăн организацире ĕçлекенсем совет çыннисене фашистсене пăхăнмалла мар, вĕсен пропагандине итлемелле мар теççĕ. Çавăн пекех унта Совет çарĕсем Мускав тата Сталинград çывăхĕнче еплерех çитĕнÿ туни çинчен каланă. Çынсем çакна вăрттăн вуласа ыррине шанма пуçларĕç: нимĕç оккупанчĕсене часах тĕп тăвĕç, Гродно хулине ирĕке кăларĕç. Полицайсем вара пÿрт хыççăн пÿрт патне чупса çав листовкăсене тăпăлтараççĕ кăна, çынсем вуласа ĕлкĕресрен хăраççĕ. Вăрттăн вырнаçнă типографие шыраса та халтан кайрĕç вĕсем. Çуртсене вирхĕнсе кĕрсе хваттерсене ухтараççĕ, айăпсăр çынсене арестлеççĕ. Облавăсем пуçланчĕç. Урама тухма та хăрушă. Çак капкăна вăрттăн организацире тăракансем те лекме пултараççĕ-çке. Пурне те асăрхаттармалла!
Лида нимĕç аллине çакланасран хăрамасăрах çак ĕçе пуçăнчĕ: малтан тĕл пулмалли хваттерсене, ун хыççăн хула хĕрринче тĕл пулма палăртнă вырăнсене çитсе хыпарласа хăварчĕ.
Гитлер влаçĕнчисем ниепле те ăнланма пултараймаççĕ: вăрттăн организацирисем ăçтан хут тупаççĕ-ха? Хула коменданчĕ мĕн пур хута пĕр магазина çеç хăварма ирĕк парать. Çапла майпа нимĕçсем «айăплине» тытасса шанаççĕ. Анчах ачасем кунта та чеелĕх кăтартаççĕ. Йăлтах Лида шухăшласа кăларать. Лавкка уçăличчен ачасем çывăхри картише пуçтарăнаççĕ те тĕрлĕрен вăйă выляççĕ. Пĕр картишрен теприне чупаççĕ вĕсем, мечĕк хăвалаççĕ, «çăлакан патакла» выляççĕ...
Акă лавкка уçăлчĕ те ачасем пĕри те тепри унта тĕпĕртеттерсе васкарĕç, кам кăранташ туянать, кам хуратмалли, пĕрлех хут илме те манмарĕç. Çапла вĕсем кашни кунах малтан пĕрин патне, унтан теприн патне пуçтарăнаççĕ, мĕн чухлĕ хут пухнине шутлаççĕ, Лида вĕсене кирлĕ çĕре çитерет.
«Сирĕн сĕлĕ пур-и?»
Поезд питĕ вăрах шăвать. Кашни чарăнурах вагона эсэсовецсем кĕреççĕ те документсене тĕрĕслеççĕ.
– Скидель! – чарăну ятне каларĕ проводник. Лида вагонтан сиксе юлать.
Акă вăл хулара. Пĕр кинемирен пасара мĕнле çитмеллине ыйтрĕ те унталла васкаса утрĕ. Пасарта çын нумай. Анчах кунта та полицайсем темĕн шăршласа çÿ- реççĕ. Акă пĕр вĕçĕнче хĕр ача кĕрĕк тăхăннă, пилĕк-не вĕрен çыхнă палламан ар çынна курчĕ. Вăл урапа çывăхĕнче чĕлĕм туртса тăрать. Ун патне тÿрех пыма хĕр ача хăюлăх çитереймерĕ, урапине аякран сăнарĕ. Чăнах та, çавах: пĕкĕ çинче шăнкăрав пур, çывăхрах ахаль хутран ăсталанă чечек выртать. Лида урапа тавра çаврăнса палламан çын патне çитрĕ.
– Сирĕн сĕлĕ пур-и? – шăппăн ыйтрĕ вăл.
Кĕрĕклĕ çын палламан хĕр ача çине тĕлĕнсе пăхрĕ, васкамасăр хуравларĕ:
– Çук, тулă кăна сутатăп.
Лида тиев патне пычĕ, тулă кĕрпине пÿрни витĕр сăрăхтарнă май пăшăлтатрĕ:
– Коля пичче çăнăхпа тăварне хăвăртрах илсе килме ыйтрĕ. Вĕсен халĕ çимелли енчен питĕ йывăр.
– Ытлари кун калаçса татăлнă тĕлте кĕтчĕр, – вăр-вар хуравларĕ палламан çын. – Маларах май килмерĕ: фашистсем хуралне вăйлатнă.
– Юрĕ, çапла калăп.
Лида хăйĕн ĕçне пурнăçларĕ те Гродно хулине тулли кăмăлпа таврăнчĕ.
Неман шывĕн тепĕр енне çитме çăмăлах мар. Кĕпере нимĕçсемпе полицайсем сыхласах тăраççĕ. Унта вара епле пулсан та лекмеллех. Шăпах паян палăртса хунă вырăна взрывчатка кайса хумалла. Кайран ăна вăрттăн организацири партизансем илĕç те трансформатора сирпĕтĕç, çапла майпа фашистсем çавăрса илнĕ хулана электричествосăр хăварĕç.
...Лида Неман хĕррипе васкамасăр пырать. Çурăмĕ хыçĕнче – кăмрăк тултарнă пысăк хура сумка, тĕпĕнче – взрывчатка. Акă кĕпер. Ăна икĕ енчен те хураллаççĕ. Лида çывăхарах пырсан полицай ăна асăрхамарĕ пек. Тен, çаплах иртсе тарма пулать? Анчах часах ăна кăшкăрчĕç:
– Ăçта васкатăн, хĕр ача?
– Киле. Ав çавăнта пирĕн çурт, чăнкă çыранта.
– Сумкăра вара мĕн?
– Хулара кăмрăк пуçтартăм. Вутă çук, кăмрăкпа та пулин кăмака хутас. Акă, пăхăр. – Хĕр ача сумкине хăюллăнах уçса кăтартрĕ. Чĕри çав вăхăтра тухса тарма та хатĕрччĕ.
– Атя, иртсе кай! – терĕ полицай уçă сумкăна курсан.
Лида палăртнă вырăна хăвăртах тупрĕ: сад хыçĕн- чи тăваттăмĕш телеграф юпи, ун патĕнче – çĕрсе кайнă çĕр улми купи. Канас тенĕ евĕр ларчĕ те вăл взрывчаткăна купа айне вырнаçтарчĕ. Килне каçхине çеç таврăнчĕ.
Сĕм çĕрле вара хăватлă взрыв таврана янăратрĕ, хулара çутă сÿнчĕ...
http://netvoyne.ru/ сайтран.
Комментари хушас