Комментари хушас

11 Авăн, 2014

Поэзи, çамрăклăх, малашлăх...

2015 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитĕ. Константин Васильевич историе поэт пек кăна кĕрсе юлман. Вăл çавăн пекех – драматург, тăлмачă, прозаик, фольклорист, ÿнерçĕ тата чăваш литературин никĕс-левçисенчен пĕри. Унăн пултарулăхне чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те пысăка хурса хакланă, хаклаççĕ, хаклĕç те.

Паллă поэтăмăр çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Пĕрлешнĕ Нацисен вĕренÿ, ăслăлăх тата культура енĕпе ĕçлекен организацин (ЮНЕСКО) XXV сессийĕн-че 1990 çула Константин Иванов çулталăкĕ тесе палăртнă. Унтанпа самаях вăхăт иртнĕ пулин те «Нарспи» авторĕн кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе кăсăкланакансен йышĕ чакман-ха. Пачах тепĕр май, çĕнĕ тĕпчевсемпе ĕçсем кун çути кураççĕ, тавлашу çуратаççĕ.

Тĕслĕхрен, пĕлтĕр кăна Чăваш кĕнеке издательствинче Юрий Артемьевăн «Константин Иванов. Жизнь. Судьба. Бессмертие» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Архив материалĕсене, аса илÿсене тата çыравçă произведенийĕсене тĕпе хурса, тишкерсе çырнă пысăк ĕç ку. Мĕн çунатлантарнă-ха сăвăçа, мĕн хумхантарнă, такăнтарнă, пăшăрхантарнă? Çак тата ытти ыйту хуравне шырать Юрий Михайлович. Вулаканшăн кăсăклă самант чылай кунта. Яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа та интереслентермелле ку кăларăм. Мĕнле туйăмсемпе шухăшсем аптăратнă-ха çамрăк К. Иванова? Мĕн патне туртăннă вăл? Çакна вуласа пĕлсессĕн паянхи яшсемпе хĕрсем, вĕренекенсем хăйсене валли çак ыйтусене хуравлаччăр: мĕн канăçсăрлантарать-ха вĕсене, ăçта тата мĕнле ирттереççĕ вĕсем хаклă вăхăта?..

Константин Ивановăн культура еткерĕн пĕлтерĕшне шута хурса, унăн ĕç-хĕлне асăмлă тăвас, халăха литературăна тимлĕх уйăрма хистес тĕллевпе 2015 çула Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн К.В. Иванов çулталăкĕ тесе йышăннă. Сăмах май, вăл Раççейри Литература çулталăкĕпе (2014 çулхи çĕртмен 13-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин алă пусса çирĕплетнĕ Указ тăрăх) тÿр килĕ.

Поэтăмăр çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа республикăра та, унăн тулашĕнче те чылай мероприяти иртĕ. Тантăшăмăрсем вĕсене хастар хутшăнасса шанас килет. Тĕрлĕ конкурс-па конференцире палăрас тесен вара кĕнекепе туслашмалла. Çавăнпа çитес вĕренÿ çулĕнче те ан уйрăлăр унран. Яланах çĕннине пĕлме тăрăшăр, вулăр, çÿлелле туртăнăр! Кĕнеке сирĕн çывăх юлташăр пултăр, сире вулавпа пĕлÿ тĕнчине ертсе кĕтĕр!

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тунти кун пуçланчĕ. Тунти кун – эрнен пĕрремĕш кунĕ. Тĕллев лартăр та малалла талпăнăр. Хавхаланса вĕренсессĕн пур йывăрлăха та парăнтарма пулать. Ан ÿркенĕр кăна. К.Иванов пирки ахальтен мар пуçларăмăр калаçăва. Пултаруллă та маттур чăваш хастарĕсем паянхи çамрăксемшĕн тĕслĕх пулма тивĕç. Ырă сăнарсене таçта шырамалла мар. Вĕсем хамăр йышранах тухнă, ăс пухнă, пултарулăхне аталантарнă. Пирĕн те вĕсем пек пулма тăрăшмалла, тăван халăх ятне-сумне çĕклемелле. Вара тин ÇЫН ятне тивĕç пулăпăр!

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.