Тĕнчен тăватă кĕтессине пĕрлештерекен

11 Авăн, 2014

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче тĕнчипе паллă синолог – Чăваш Енĕн чысĕ те мухтавĕ Никита Бичурин çуралнăранпа 237 çул çитрĕ. Кÿкеç поселокĕнчи «Н.Я. Бичурин тата хальхи самана» музей çак паллă куна асăнса «Бичурин вулавĕ-сем» ирттерчĕ. Вулав паллă ăсчахсене те, студентсене те, шкул ачисене те пĕрлештерет. Унта куçăмсăр майпа та хутшăнма пулать. Вулава тăратнă ĕçсене кайран уйрăм кăларăмпа пичетлеççĕ. Иакинф аттен чыславне Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ, Патшалăх Канашĕн бюджет, финанс тата налук тĕлĕшпе ĕçлекен Комитет председателĕ Анатолий Пантелеймонович Князев, Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Зоя Леонидовна Маслова, ытти тÿре-ертÿçĕ, Шупашкарти аслă шкулсен преподавателĕсем хутшăнчĕç.

«Н.Я. Бичурин тата хальхи самана» музей – Шупашкар районĕн ахах-мерченĕ. Пĕтĕм Раççейри ăмăрту-тупăшура та палăрнă вăл. Чăваш халăх культурине кăтартас, палăртас, аталантарас пархатарлă та явап- лă ĕçре унăн авторитечĕ питĕ пысăк. Ӳнер ал ĕçĕсен «Паха тĕрĕ» фирмипе пĕрле Атăлçи тăрăхĕн пултарулăх конкурсĕсене йĕркелесе ирттерни мĕне тăрать! Хăш чух шухăшлатăн та – Бичурин музейĕ çинчен Чăваш Енре мар, Китай халăх Респуб-ликинче ытларах пĕлеççĕ пек туйăнать!

Музей йĕркелекен мероприятисене тĕрлĕ ÿсĕмри шкул ачисем яланах йышлăн хутшăнни музей стратегийĕн мелне сăнарлать. Тĕнчипе паллă пирĕн ентешĕн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ ачасен чунĕнче мĕн пĕчĕкрен асра юлтăр, пурнăçри тĕллевсем патне пыма çамрăк ăру Никита Бичуринран тĕслĕх илтĕр. Китайри, Тĕп Ази тата Вăтам Ази тăрăхĕнчи халăхсен историйĕ-пе, культурипе, географийĕпе, чĕлхипе, пурнăçĕпе çыхăннă 60 ытла ĕç пичетлесе кăларнă пирĕн ентешĕмĕр, çавăн чухлĕ тĕпчев-куçару пичете хатĕрлесе хăварнă!

Юнпа Иакинф атте – чăваш. Сăмахпа сăнарланисем, унăн портречĕсем çакна çирĕплетеççĕ. Ватлăх çитнĕçем Иакинф атте «китайлансах» пынине те палăртнă унăн пĕлĕшĕсем. Чăваш историкĕсем те аванах кăсăкланнă çак ыйтупа. Иакинф атте хăйĕн ачалăхĕ-яшлăхĕ, ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем, тусĕсем пирки аса илме, каласа пама пит юратман. Тĕн миссийĕпе Китая кайичченхи документсенче Никита Пичуринские «из каких наций» графара «великороссийской» тесе палăртнă. Никита Яковлевичăн амăшĕ вырăс, ашшĕ вара чăваш пулни паллă. Анчах чăвашран тухнă тĕн çыннисем вăл вăхăтра хăйсене нихăçан та чăваш – инородец – тесе кăтартман.

Тĕнче наукинче ят илнĕ Иакинф атте чăваш пулнине Петербургра нумайăшĕ пĕлнĕ. 1847 çулта ятне кăтартман автор «Натураллă шкул» ятлă водевиле уйрăм кĕнекепе пичетленĕ (авторĕ П.А.Картыгин текен çын пулнă). Çак йĕплеври Агафон Терентьевич Чувашин текенскер чăнласах çутта тухасси Анăçран мар, Тухăçран пуçланать, унтан кун çути килет тесе ĕнентерет. «Чистой славянской породы» Агафон Терентьевич чăннипе Никита Бичурина сăнарлани çинчен вăл вăхăтрах ăнлантарма кирлĕ пулман. Синологăн еткерне тĕпченĕ Л.Н.Гумилевпа М.Ф.Хван паллă ăсчахсем те Никита Яковлевич çырăвĕсене тишкернĕ чух лешĕ чăваш чĕлхине аван пĕлнине палăртнă.

Тĕнчипе паллă синолог çуралнă кунне халалланă «Бичурин вулавĕсем» Иакинф атте палăкĕ умне чечек кăшăлĕсем хунипе уçăлчĕç. Музейпа парк комплексĕнчи çĕнĕлĕхсем вара çак хумхануллă саманта Китай анлăшнех илсе кайрĕç темелле. Чул сарнă сукмаксен тĕрри саралнă, синолог палăкĕпе юнашар паркра Китай культурине аса илтерекен çитти (беседка) ÿссе ларнă. Çак курăмлă та илемлĕ ĕçе пурнăçлаканĕ «Чувашагроинвестстрой» акционерсен хупă обществи. Общество директорне Валерий Гурьевич Борисова «Н.Я.Бичурин тата хальхи самана» музей патриочĕ тесех хакламалла. Унăн тетĕшĕ Ю.Г.Борисов тавра пĕлÿçĕ – Никита Яковлевич Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуçĕнче мар, Шупашкар районĕнчи Типнерте çуралнине палăртакансенчен пĕри.

Вулаври кашни хыпар, тĕпчев кăсăклăхĕпе ăс-тăна тыткăнларĕ. Чăнах та, Никита Бичурин тесенех пурнăç вĕреме тытăнать, тĕнчен тăватă кĕтессине пĕрлештерсе тăрать ăсчах манах. Çапах та чи интереслĕ докладсенчен пĕри филологи наукисен докторĕн Николай Иванович Егоровăн «Китай историйĕнчи огур йăхĕсем (Çурçĕрти пилĕк йăхăн вун ултă патшалăхĕн тапхăрĕ)» пулчĕ. «Китай культурине тата Китай этеммин чунне уçса пама мехел çитернĕрен Иакинф атте ăсчах паттăрĕ тенине хăнăхнă эпир. Никита Яковлевич пире чăваш халăхĕн историне уçса панă пирки вара пит шухăшласах та каймастпăр. Унăн тĕпчевĕсене-куçарăвĕсене пула эпир несĕл-сен кун-çулне пирĕн эрăчченхи саманасенченех пĕлетпĕр. Хамăра Китай историйĕнче сюнну ятпа тăрса юлнă хăватлă халăх тăхăмĕсем тесе тивĕçлипех шутлама пултаратпăр», – çак шухăшсене истори факчĕсемпе çирĕплетрĕ Николай Иванович.

Никита Яковлевич чыславĕ, «Бичурин вулавĕсем» наукăпа практика конферецийĕ синологăн тăван ялне – Типнере кайса унти асăну чулĕ умне чечек хунипе вĕçленчĕ.

В.СТЕПАНОВ.

Автăр сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.