Сывлăх

23 Ака, 2014

"Сывлăх", 16 /781/ /, 24. 04. 2014

 Çăка çулçинчен - салат.
 Хуçалăх супăнĕ е пăр.
 Мăйăр çĕнетет, çамрăклатать.
 Шăл туни юнăхсан.
 Сĕлĕ вăй-хăват хушать.
 Иммун тытăмне çирĕплетме.
 Юн пусăмĕ ÿсет, хăлха шавлать.
 Тепĕр хут ан тапăнтăр.
 Анлă сарăлнă чирсен шутĕнче.
 Артрозран - хыр ванни.
 Пĕвере йĕркене кĕртеççĕ.
 Амарант çăвĕ.
 Çÿç ытла нумай тăкăнать.
 Шĕпĕнрен бананпа хăтăлатпăр.
 Диабет чухне усăллă.
 Алă ыратма тытăнсан.
17 Ака, 2014

ӲСЕН-ТĂРАН ВĂРРИПЕ ТЕ СИПЛЕНЕÇÇĔ

Тĕрлĕ чиртен сипленме ӳсен-тăран вăррипе те усă кураççĕ, унран эмел хатĕрлеççĕ, ăна салата, ытти апат-çимĕçе хушаççĕ.

Укроп

Чĕре чирĕсенчен, пуç ыратнинчен, атеросклерозран, апат ирĕлесси пăсăлнинчен, ытти чиртен сипленнĕ чухне укроп вăррипе тахçантанпах усă кураççĕ.

Çак тĕллевпе 1 апат кашăкĕ вăрра тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 5 минут вĕретмелле, çулăм çинчен илсен пĕр сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунĕпех пĕчĕккĕн ĕçмелле.

Pages