Комментари хушас

17 Ака, 2014

ЧАПĂР - ТĔЛĔНМЕЛЛЕ КУРĂК

Чапăр курăкĕ /чабрец, тимьян/ питĕ хăватлă, тĕрлĕ чиртен сипленме, сывлăха лайăхлатма пулăшать.

  • Шăнса пăсăлсан. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса 30 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 2 апат кашăкĕ шĕвеке 1 чей кашăкĕ пылпа ĕçмелле.
  • Экзема, çăпан. Вĕтетнĕ 200 грамм чапăра тин вĕренĕ 2 литр шыва ямалла, ăшă вырăнта 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Ваннăри вĕри шыва ямалла, унта 15 минут кĕмелле. Сиплев курсĕ - кун сиктерсе 12 ванна. Процедура артритран, подагрăран, ревматизмран сипленнĕ чухне те витĕмлĕ.
  • Купарча нервĕ шыçсан. Чапăр курăкĕн сĕткенне пĕр виçепе хĕрлĕ эрехпе хутăштарса ыратакан тĕле сĕрмелле.
  • Ÿт хĕрелсен, шатралансан. Чĕрĕ курăка тасатнă олива çăвне 1:2 шайлашупа ярса 1 уйăх лартмалла. Çăва сиенленнĕ ÿте сĕрсе сипленмелле.
  • Сахăр диабечĕ, аллерги. 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ курăка 1 стакан шыва ярса 1 минут вĕретмелле. Ăшă вырăнта 1 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн çуршар стакан ĕçмелле.
  • Бронхит, трахеит, коклюш. Шăнса пăсăлнă чухне сипленме хатĕрленĕ чапăр шĕвекне ирхине, кăнтăрла, каçхине 1-ер апат кашăкĕ /ачасен - 1-ер чей кашăкĕ/ ĕçмелле.
  • Сывлав органĕсене сиплеме. 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чапăр курăкне эмальленĕ кастрюльти çур литр шыва ямалла, хупăлчапа витсе 20-25 минут вĕретмелле. Хупăлчине илмелле, пуç çийĕн пысăк ал шăллипе витĕнсе пăсĕпе сывламалла. Процедура хыççăн мăя, кăкăра çăм шарфпа чĕркемелле, 1-2 сехет урама тухмалла мар.
  • Куç шыçсан ун çине чапăр курăкĕ ярса вĕретнĕ шĕвекре йĕпетнĕ таса пусма хумалла.
  • Шĕвĕрĕлченрен, хырăм кÿпĕннинчен, холециститран, неврастенирен. Термоса 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чапăр курăкĕ тата тин вĕренĕ 1 стакан шыв ярса çĕр каçа лартмалла. Ирхине сăрăхтармалла, малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 4 хут апатчен 30 минут маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
  • Ыйхă вĕçсен çитĕннисене те, ачасене те чĕрĕ чапăр курăкĕ тултарнă минтер çинче çывăрма сĕнеççĕ.
  • Ар хастарлăхĕ чаксан апата чапăр курăкĕ ытларах хушмалла. Унра арçынсене питĕ кирлĕ цинк нумай. Çавăн пекех кунне 2-3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан чапăр курăкĕн шĕвекне ĕçмелле.
  • Алкоголизмран сипленме. 4 пай вĕтетнĕ чапăр курăкне 1 пай шурă армутипе /полынь горькая/ хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха 1 стакан шыва ярса 5 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ 2-3 уйăх ĕçмелле. Чылайăшĕн эрех патне туртăм пĕтет.
  • Грипран хÿтĕленме. 3 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чапăра çур стакан ытларах шурă эрехе ямалла, лайăх силлесе илмелле те тĕттĕм вырăна 14 куна лартмалла. Усă курас умĕн сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 1 апат кашăкĕ шыва 10-15 тумлам настойка ярса ĕçмелле. 2 эрне сипленмелле.
  • Вăрах колит тата уйăх хушши вăхăтĕнче ыратни аптратсан. Чапăр курăкне çумалла, типĕтмелле, аш арманĕпе авăртмалла, шывпа хутăштармалла /1 килограмм чапăр, 1 стакан шыв/, 1,5 сехет лартмалла, пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Настойка хатĕрлеме сĕткене стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ шурă эрех ямалла. Малтанхи 10 кун апатчен 1 сехет маларах 5 апат кашăкĕ шыва 1 чей кашăкĕ настойка хушса ĕçмелле. Тата 10 кун - виçене 2 хут пысăклатса, 21 кунран пуçласа 3 хут ÿстерсе ĕçмелле. Сиплев курсĕ 2 уйăх. Настойкăна сивĕ вырăнта çулталăк таран упрама юрать.
  • Хĕрарăмсен çăмарталăхпа ар кĕпçи шыçсан. Чĕрĕ чапăр курăкне вĕтетмелле, пир хутаçа тултарса хырăм айне пĕр сехете хумалла.
  • Ĕмĕртекен амăшĕнне чапăр сĕт туса кăларассине вăйлатать, ăна пепкене пыршăлăх чикенĕнчен хÿтĕлекен паха япаласемпе пуянлатать.
  • Пилĕк невралгийĕ аптратсан. 2 апат кашăкĕ чапăр курăкне тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Ăшă шĕвеке кунне 4 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Асăрханăр!

  • Чапăр курăкĕпе хырăмлăхпа вун ик пумăклă пыршă язви, пиелонефрит, гепатит, мĕлтлетекен аритми тертлентерсен, щит евĕрлĕ пар ĕçĕ тата пуç миминчи юн çаврăнăшĕ пăсăлсан усă курма юрамасть.
  • Çак курăкран хатĕрленĕ пăс ваннипе чĕрепе юн тымарĕсен, инфекци чирĕсем, бронх астми аптратсан сипленмелле мар.
  • Ача кĕтекен хĕрарăмсен чапăр чейĕ ĕçмесен лайăхрах, мĕншĕн тесен çак курăк амалăх мускулатурине хутлатма пултарать.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.