Комментари хушас

17 Ака, 2014

ÇЫННĂН 639 МЫШЦА

Мышцăсем ăшша юратаççĕ. Ăшăтсан кăна вĕсем уйрăмах пиçĕ пулаççĕ. Ахальтен мар ташăçсем репетици умĕн тата ун хыççăн çăм чăлха тăхăнаççĕ.

Мышца мĕн кăмăллать?

  • Ун çумне çăм е пир пусма перĕннине. Синтетикăна мышца юратмасть.
  • Мышцăсем шыва çав тери килĕштереççĕ. Ытларах ишме тăрăшăр. Май килсен - ласт тăхăнса. Ку ура хырăмĕпе купарча мышцисене çирĕплетме пулăшать. Ванна кĕни те усăллă.
  • Белок нумай апат уншăн уйрăмах паха. Мышца масси белокран йĕркеленет. Апла тăк рационра ĕне, кăркка, чăх ашĕ, нимĕç пăрçи, шалча пăрçи, тинĕс, юхан шыв пулли, тăпăрчă, хура тул пулмаллах.

 

Мышца мĕн юратмасть?

  • Сивве тÿсме пултараймасть. Унăн витĕмĕпе мышцăсем пĕрĕнеççĕ. Шыçнине /миозит, аяк пĕрчисен хушшинчи невралги/ пула нушаланаççĕ.
  • Мышцăсене туйăмсене пытарни те кăмăла каймасть. Енчен те хул пуççи тăрук туртса ыратма е пилĕк касма пуçларĕ пулсан, тен, кÿреннине палăртмасăр чăтатăр е тарăхнине пытаратăр. «Пăс кăларма» хаçата таткалани е, ытах, кивелнĕ турилккене персе çĕмĕрни пулăшĕ.
  • Çавăн пекех мышцăсем ĕçсĕр ларнине те килĕштермеççĕ. Хускатмасан вĕсенче сĕт йÿçекĕ пухăнать. Ăна кăларма хастарлăрах хускалмалла. Тренировка хыççăн ыратни сĕт йÿçекĕнчен хăтăлнине систерет.
  • Мышца ленчешке пулни ырри патне илсе пымасть. Ку чĕрене япăх витĕм кÿрет, мĕншĕн тесен юна куçарас ĕçе пирĕн пĕтĕм мышца хутшăнать-çке. Вĕсем хавшасан вара шăпах чĕрене йывăр лекет.

 

Чи вăйлă мышца - чĕлхе

  • Этем организмĕнче чи пысăкки - купарча мышци. Чи пĕчĕкки хăлхара вырнаçнă, вăл вăтам хăлхари шăмма хускалма пулăшать. Унăн тăршшĕ - 1,27 миллиметр.
  • Мышцăсем кĕлетке виçин 40 проценчĕ шутланаççĕ. 72 килограмлă арçынсен мышцисем 28 килограмм таяççĕ.
  • Чи вăйлă мышца - чĕлхе.
  • Калаçнă чухне пĕр вăхăтрах кăкăрăн, мăйăн, янахăн, чĕлхен, тутан 100 яхăн мышци ĕçлет.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.