ӲСЕН-ТĂРАН ВĂРРИПЕ ТЕ СИПЛЕНЕÇÇĔ

Тĕрлĕ чиртен сипленме ӳсен-тăран вăррипе те усă кураççĕ, унран эмел хатĕрлеççĕ, ăна салата, ытти апат-çимĕçе хушаççĕ.

Укроп

Чĕре чирĕсенчен, пуç ыратнинчен, атеросклерозран, апат ирĕлесси пăсăлнинчен, ытти чиртен сипленнĕ чухне укроп вăррипе тахçантанпах усă кураççĕ.

Çак тĕллевпе 1 апат кашăкĕ вăрра тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 5 минут вĕретмелле, çулăм çинчен илсен пĕр сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунĕпех пĕчĕккĕн ĕçмелле.

Ӳт тăртансан шĕвеке кăларма 2 апат кашăкĕ укроп вăррине курăкĕпе пĕрле тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, шыв мунчинче 15 минут пиçĕхтермелле. Кунне 3 хут апатчен стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.

Петрушка

Вăрри хырăм кӳпĕннине ирттерме, шăк хăвалама, уйăх хушши тапхăрне йĕркене кĕртме пулăшать. Унсăр пуçне вăл аритми, чĕре çитменлĕхĕ чухне усăллă.

Петрушкăн 1 чей кашăкĕ тӳнĕ вăррине вĕренĕ сивĕ çур литр шыва ямалла, 10-12 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Е 1 чей кашăкĕ вăрра тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса 8 сехет лартмалла. Кунне 4 хут чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.

Кишĕр

Пӳрен чул чирĕ, хырăм кӳпĕнни /метеоризм/ аптратсан çăнăх пуличчен вĕтетнĕ кишĕр вăррине кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах пĕрер чĕптĕм илсе çăтмалла. Е термоса 1 апат кашăкĕ кишĕр вăрри тата тин вĕренĕ 1 стакан шыв ярса 12 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 5-6 хут çуршар стакан ăшăлла ĕçмелле.

Шута илĕр: кишĕр вăрри пӳрепе шăк хăмпинчен чул кăларакан витĕмпе палăрса тăрать, çавăнпа чир вĕрĕлнипе ыратма пултарать.

Кориандр

Унăн вăррипе вар-хырăм чирĕсенчен, вар хытсан, ват шĕвекĕ япăх тухсан, геморройран сипленнĕ чухне усă кураççĕ.

Невроз, геморрой, метеоризм, холецистит, вар хытни тертлентерсен кунне 1-2 хут кориандрăн 10-12 вăррине çимелле.

Шĕвекĕ паха. Ăна холецистит, гепатит, колит, энтероколит, метеоризм, юн кайни аптратсан, вар хытнине, хăстарнине ирттерме ĕçеççĕ. 1 чей кашăкĕ вăрра 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5 минут вĕретмелле, илсен 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле. Настойки те паха. 10 грамм вĕтетнĕ вăрра 70 процентлă 50 миллилитр спирта ямалла, 10 кунран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 10-15-шер тумлам ĕçмелле.

Энĕç

Унăн вăрри хырăм кӳпĕннинчен питĕ витĕмлĕ пулăшать. Тӳпелесе тултарнă 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ энĕç вăррине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10 минутран сăрăхтармалла. Ăшăлла, пĕчĕк сыпкăмсемпе ĕçмелле. Вăл хырăмлăха газсенчен хăвăрт тасатать, хутланнине ирттерет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.