САХĂРА ЧАКАРМА
Диабетпа аптракансене юнри сахăр шайне чакарма килти мелсемпе те усă курма сĕнеççĕ.
* Суханпа ыхрана чĕрĕлле е пĕçерсе, е апата хушса çини аван. Кунне пĕрре ирхине е каçхине духовкăра е кăмакара пĕçернĕ сухан çиме, е кунне 2 хут апатчен 1-ер апат кашăкĕ сухан сĕткенĕ ĕçме пулать.
Сухан шĕвекĕ паха: вĕренĕ 1 стакан шыва вăтам сухана хуппинчен тасатса тата вĕтĕ вакласа ямалла, 2 сехет лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.