Комментари хушас

25 Раштав, 2014

МУНЧА Е САУНА УСĂЛЛĂРАХ?

Физиотерапевтсен шухăшĕпе кунта пĕр тĕрлĕ çирĕплетсе калама май çук. Иккĕшĕн те ырă енĕсем тата япăх витĕмĕсем пур.

Сывлăш температури 40-70 градуса, пăс шайĕ 60-100 процента çитекен мунчара нÿрĕ сывлăш кирлĕ ăшăпа типĕ сывлăшринчен чылай вăйлăрах тивĕçтерет.

Шăпах çакăнта ĕнтĕ мышцăсем, шăмăсем, сыпăсем туллин ăшăнаççĕ, ку радикулит вĕрĕлесрен хÿтĕлет.

Çавăн пекех мунча шăк хăвалас, ват шĕвекĕ тухассине лайăхлатас, манкана çемçетес енĕпе те «ĕçлет».

Нÿрĕ пăс бронхсен лăймака витĕмне ырă витĕм кÿрсе сывлава çăмăллатать. Ку бронхитран, пневмони хыççăнхи амаксенчен сипленнĕ чухне усăллă.

Пирĕн мунчан пахалăхĕ милĕкпе те çыхăннă. Унпа çапăнни кĕлеткене хăйне евĕр массаж витĕмĕ кÿрет, тар шăтăкĕсене уçать, юн çаврăнăшне тата тар тухассине лайăхлатать.

Шута илме: çав вăхăтрах нÿрĕклĕх пысăк пулни, ÿт çинчи шĕвеке пăсланма чăрмантарса, ÿпкесенчи газ ылмашăнăвне вăйсăрлатать, ку ăшша йĕркелесе тăрассине пăсма, сывлăха япăхлатма пултарать.

Мунчара чĕрепе юн тымарĕсене, сывлав, нерв тытăмĕсене саунăринчен чылай йывăртарах тивет. Саунăри типĕ сывлăш нÿрĕк пăсланассине çăмăллатать. Чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн, пĕвер, урологи чирĕсемпе аптрасан, шăнса пăсăлсан типĕ пăса чăтса ирттерме чылай çăмăлрах.

Шута илме: сывлав тытăмĕпе кăлтăксем пулсан сауна кĕме сĕнмеççĕ. Типĕ пăс ахаль те шыçнă сывлав çулĕсене тата ытларах типĕтме, пыра вĕчĕрхентерме пултарать.

Çавăнпа мунчана е саунăна каяссине сывлăх мĕнлине кура суйласа илмелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.