Сывлăх

29 Утă, 2015

ПИТПЕ ÇŸÇ ВАЛЛИ - ЧИЕ МАСКИ

Дерматологсем витилиго аптратсан чĕрĕ чие çиме тата тата сĕткенне ĕçме сĕнеççĕ. Ÿт çинчи пăнчăсенчен хăтăлма чиери никотин йÿçекĕ пулăшать. Çÿç ытла ир шуралма пуçласан лайăх пиçсе çитнĕ çырлине çини, сĕткенĕпе çÿç тымарĕсене сăтăрни усăллă.

Ÿте сиплеме чиен вĕтетнĕ çулçипе те, йывăçăн хуппи çуркалансан юхса тухнă сухăрпа /камедь/ та усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, ÿт сиенленсе юнлансан суран çине чĕрĕ чие çулçине вĕтетсе е сĕткенĕнче йĕпетнĕ мамăк хураççĕ. Шатрасем çине - чие сухăрне.

22 Утă, 2015

"Сывлăх", 28 /844/ №, 22. 07. 2015

о Юн пусăмĕ ÿссен пĕтнĕкпе хура хурлăхан пулăшаççĕ.
о Çĕрулми чечекĕн настойки.
о Аритмирен - петрушка, чĕре сиксен - мелисса.
о Упасаррипе тĕрлĕ чиртен сипленеççĕ.
о Майорана чечеке ларнă вăхăтра пухмалла.
о Хĕрлĕхен курăкĕ организма çирĕплетет.
о Хура пăрăç - техĕмлĕхсен патши.
о Диабетран - юман йĕкелĕ.
о Чĕлĕмçĕ ÿслĕкĕнчен.
о Арпус хуппине те пăрахмастпăр.
о Йÿçеклĕх шайне чакарма.
о Сулахай хул калакĕ айĕнче ыратать.
о Хурăн çырлинчен - маска.
22 Утă, 2015

ХУРА ПĂРĂÇ - ТЕХĔМЛĔХСЕН ПАТШИ

Хура пăрăçа техĕмлĕхсен патши теççĕ. Индире унпа тĕрлĕ чиртен хÿтĕленме тата сипленме авалах питĕ анлă усă курнă.

Пăрăçпа унăн препарачĕсем - шыççа, микробсене, паразитсене хирĕçле витĕмлĕ. Вĕсем юн юхăмне вăйлатаççĕ, юна шĕветеççĕ, юн çаврăнăшне лайăхлатаççĕ, апат ирĕлтерекен тытăм ĕçне йĕркелеççĕ, çу клеткисене аркатса кĕлетке виçине чакарма пулăшаççĕ, организмран наркăмăшсене кăлараççĕ.

22 Утă, 2015

АРПУС ХУППИНЕ ПĂРАХМАСТПĂР

Пÿре, чĕре, юн тымарĕсем чирлĕ чухне ÿт тăртансан арпус хуппи шăк хăвалама питĕ витĕмлĕ пулăшать. Вăл подагрăпа, самăрлăхпа, гипертонипе аптранă чухне те усăллă.

Pages