Кил-çурт, хушма хуçалăх

7 Нарăс, 2014

САНĂН КӲРШӲ МĔНЛЕ?

Хăш пахча çимĕç культурисем юнашар лайăх ӳсеççĕ, хăшĕсем пĕр-пĕрне килĕштермеççĕ?

Пур ӳсен-тăран та пĕр-пĕрне витĕм кӳрет, вĕсен пĕрлехи е тĕрлĕ сăтăрçи пур.

Пĕрисем пĕр йышши усăллă япаласемпе тăранса пурăнаççĕ, çапла майпа пĕр-пĕрне чăрмав кӳреççĕ. Теприсем вара пачах та урăхла, пĕр-пĕрне сăтăрçăсенчен хӳтĕлеççĕ /калăпăр, сиенлĕ хурт-кăпшанкăна шăршăпа хăратаççĕ/, ӳсме, тутлăхлă япаласемпе усă курма чăрмантармаççĕ.

6 Нарăс, 2014

Анонс «Кил-çурт, хушма хуçалăх» нарăс 6, 2014 çул.

  • Шупашкарти Тĕр пасарти хаксем
  • Хут çине «акатпăр»
  • Акросăвă
  • Вулакансен ыйтăвĕсене хуравлатпăр
  • Санăн кÿршÿ мĕнле?
  • Кĕмĕл тĕслĕ ешĕл чăрăш
  • Пÿлĕмри чечексене çак уйăхра пăхасси
  • Тĕпелте чух: усăллă сĕнÿсем
  • Пан улми мĕншĕн хуралать?
  • Пĕлме интереслĕ: вĕçен кайăксем çинчен
  • Çитес эренери çанталăк
1 Нарăс, 2014

"Кил-çурт" 31.01.2014

  • Шупашкарти Тĕп пасарти хаксем
  • «Хĕллехи вăхăт» хăçан пулать?
  • Кашни çул тĕрлĕ вăхăтра килет
  • Нарăсри садри ĕçсем
  • Ĕне çĕрле пăрулать
  • Мĕн вăл сапропель?
  • Курăк чейĕсем: виçине пĕлмелле
  • Çăм япала çыхнă чух
  • Мунчари сиплĕ пăс
  • Кулинари вăрттăнлăхĕсем
  • Вулакансен ыйтăвĕсене хуравлатпăр
  • Сире мĕнле хăлха çакки каять?
  • Çĕнĕлле янăраççĕ: ваттисем каланисем
31 Кăрлач, 2014

Ĕне çĕрле пăрулать

Выльăх усракансемшĕн хĕллехи тапхăр уйрăмах канăçсăр, ĕнесем йышлăн пăрулаççĕ, вĕсене тимлĕрех пăхма тивет.

Пĕтĕ ĕнене сĕтеклĕ апатсем сахалрах памалла. Пăрулас умĕн темиçе кун маларах унăн çилли самаях пысăкланать. Вăл шыçасран пăрулас умĕн пĕр эрне маларах выльăха кăшман, силос пачах памалла мар. Концентратсенчен тулă хывăхĕ кăна пама юрать, ăна выльăха шĕветсе ĕçтермелле. Ĕнене паха утăпа кăна тăрантармалла.

Ĕне çилли питĕ карăнсан, пăрулас умĕн пĕр-икĕ кун маларах ăна темиçе хут сума юрать, çиллине камфора çăвĕпе массаж тумалла.

31 Кăрлач, 2014

Мунчари сиплĕ пăс

Мунчари пăса тĕрлĕ майпа тутлăлантарма пулать. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕри,

Çăкăр шăршиллĕ пăс. 1 кашăк сахăр, 1 чей кашăкĕ пыл, 50 мл çăкăр квасĕ /лавккара сутаканни те юрать/, 3 л шыв. Вĕрекен шывра пыл, сахăр, квас хутăштарăр. Çак хутăша мунча кăмаки çине сапăр. Шăнса пăсăлнă чухне те çак хутăш аван пулашать.

Горчица пăсĕ. 1 чей кашăкĕ типĕ, лайăх ăшаланă горчица, 3 л шыв. Горчицăна вĕрекен шыва ярса пăтратăр, мунча кăмаки çине сапăр. Вăл та шăнса пăсăлнине сиплеме пулăшать.

Pages