Хыпар

27 Çу, 2014

Таркăна тытнă

28 çулти Роман Сидорова, çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче ФСИНăн республикăри управленийĕн юсанмалли 3-мĕш колонийĕнчен тарнăскере, иртнĕ шăмат кун каçхине тытса чарнă.

Паллах, шыравăн пĕтĕм вăрттăнлăхне уçса памаççĕ, Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - таркăна асăннă колони сотрудникĕсем засада йĕркелесе Çĕнĕ Шупашкарти груз юхан шыв порчĕн территорийĕнче тытнă. Сидоров право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсене хирĕç тăнă-мĕн. Вĕсенчен пĕрне уринчен чукмарпа çапнă.

27 Çу, 2014

«Иж», мĕнлерех!

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Улатăр районĕн çамрăкĕ «Иж-Планета» мотоциклпа ашшĕ патне кайнă. Анчах ун патне çитеймен, çул пылчăклă пулнипе транспорт хатĕрне тепĕр урамра лартса хăварма тивнĕ.

24 Çу, 2014

Юлашки шăнкăрав - çĕнĕ пурнăç пуçламăшĕ

Çу уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Чăваш Енре, Раççейĕн ытти кĕтесĕнчи пекех, шкул пĕтерекенсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ, çавна май вĕренÿ заведенийĕсенче савăнăçлă мероприятисем иртрĕç. Кăçал пирĕн республикăра 6,6 пин ача 11-мĕш класран, 11,8 пинĕ 9-мĕшĕнчен вĕренсе тухаççĕ.

24 Çу, 2014

«Агро-Инноваци» - ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхшĕн

Çулсем иртнĕçемĕн ăслăлăх çитĕнĕвĕсене пула халăх хуçалăхĕн отраслĕсем ÿсĕмлĕ аталаннине кашниех асăрхать пулĕ. Юлашки вăхăтра ял хуçалăхĕнче те пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулчĕç. Европăри, чикĕ леш енчи çĕр-шывсенчи паха опыта анлă çул парса хресчен тухăçлă меслетсемпе производствăра усă курать.

24 Çу, 2014

Наци кинематографĕн çулĕ такăрланĕ-и?

Шупашкар кинофестивальне сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă. Çакă чăннипех тÿрре тухрĕ, конкурса наци киностудийĕсен 14 фильмĕ хутшăннă. Бурятсем, якутсем, тутарсем, хакассем, македонсем... хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Кинофестивалĕн историйĕнче пĕрремĕш хут çак йышра чăвашсем те пур.

Pages