Хыпар

21 Çурла, 2014

Вăййа тухма вăй тупаттăмăр

Çĕрпÿ районĕнчи Шалчакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ эпир, Мария Григорьевнăпа Аркадий Сидорович Сидоровсем. Пĕр шкултах, пĕр класрах вĕреннĕскерсене çитĕнсен пурнăç сукмакĕпе те пĕрлех утма пÿрчĕ шăпа. Акă тăнлав тĕлĕнчи çÿç те тахçанах шуралчĕ - ачалăхăмăр тата шухă çамрăклăхăмăр халĕ те асран тухмасть.

21 Çурла, 2014

Çамрăксене пил пачĕç

Изумруд туя пĕрле пурăнма пуçланăранпа 55 çул çитсен паллă тăваççĕ. Ăна кĕтсе илме хĕрÿ юрату, чăтăмлăх, ăнланулăх, тимлĕх кирлĕ. Çак сăмахсене Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче пурăнакан Михаил Матвеевичпа Нина Константиновна Матвеевсем пиркиех каланăн туйăнать. Вĕсен кун-çулне тишкерсен чăннипех те çапла иккенне тĕшмĕртетĕн.

20 Çурла, 2014

Михаил Игнатьев йĕркелÿ комитечĕн ларăвне хутшăннă

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче 2014 çулхи юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумне хатĕрлесе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн пĕрремĕш ларăвне тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталан

20 Çурла, 2014

Пыл уявĕнче савăннă

Муркашра «Пыл хурчĕ сывлăх парнелет» йăлана кĕнĕ уяв иртнĕ. Тĕп лапамра пыл тата хурт-хăмăрăн ытти продукцине сĕнекен ярмăркка уçăлнă. Районти утарçăсен хушшинче «Муркаш районĕнчи 2014 çулти чи лайăх пыл» конкурс йĕркеленĕ.

20 Çурла, 2014

Виктор Цоя асра тытса

Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕнче ачасемпе çамрăксене Виктор Цой тĕп рольте вылякан «Игла» илемлĕ фильм кăтартнă.

1990 çулта çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче рок-музыкантăн, «Кино» рок-ушкăн йĕркелÿçин, юрăсен авторĕн тата художникăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Мероприятие Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пулăшăвĕпе «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн Çамрăк Гвардийĕ» организацин химиксен хулинчи уйрăмĕн членĕсемпе «Хула активĕ» çамрăксен юхăмĕн хастарĕсем йĕркеленĕ.

Pages