Виктор Цоя асра тытса

20 Çурла, 2014

Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕнче ачасемпе çамрăксене Виктор Цой тĕп рольте вылякан «Игла» илемлĕ фильм кăтартнă.

1990 çулта çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче рок-музыкантăн, «Кино» рок-ушкăн йĕркелÿçин, юрăсен авторĕн тата художникăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Мероприятие Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пулăшăвĕпе «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн Çамрăк Гвардийĕ» организацин химиксен хулинчи уйрăмĕн членĕсемпе «Хула активĕ» çамрăксен юхăмĕн хастарĕсем йĕркеленĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ - хула çыннисене наркоманирен асăрханма хăнăхтарасси, çамрăк ăрăва наркотиксенчен пистересси, сывă пурнăç йĕркине тытса пыртарасси. Пухăннисем фильма, наркомани ыйтăвĕсене пĕрле сÿтсе явнă. «Сывлăха, пурнăçа упрамаллах!» - пĕтĕмлетнĕ юлашкинчен яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç.

С.ВАСИЛЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.