"Хыпар" издательство çурчĕн редакторĕн çумĕ "Тĕрĕк ылтăнĕ" форума хутшăнать
Авăн уйăхĕн 16-20-мĕшĕсенче Калуга облаçĕнче çамрăксен "Тĕрĕк ылтăнĕ" пĕтĕм Раççейри III форумĕ иртет. Унта "Хыпар" издательство çурчĕн редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев хутшăнать. Вăл ыран "Наци журналистики: ăнăçy cтратегийě" панель дискуссине эксперт пулса хутшăнĕ.
Дмитрий Андреевич пĕлтернĕ тăрăх, форум иртекен вырăн "тěлěнмелле хитре". Тĕрĕк çамрăкĕсем Калуга облаçěнчи "Этномир" паркра пухăннă. "Кунта пěтěм тěнче, кашни халăx, кашни çěpшыв пур. Паркри Чăваш Республики пирки хатěрленě стенд та кăcăклă. Форум программи питě анлă. Вăл кашни кунах ирхи 8 сехетре пуçласа 23 сехетчен пырать. Эпě cоциаллă проектсем хатěpлеме вěpентекен мастер-классене хутшăнăп, грант конкурсěceне хутшăнма ăнăçлă проектсем хатěpлеме пěлмеллех пирěн. Экспертсем вăйлă. Ěнер те дискуссисем интереслě иртрěç", - каласа кăтартрĕ "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен службине ĕçтешĕмĕр.
Комментари хушас