"Хыпар" издательство çурчĕн ĕçченне Раççей шайĕнчи наградăпа чысланă

"Хыпар" издательство çурчĕн коммерци дирекцийĕн менеджерне Галина Хрисанована РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Хаклă хута ăна паян республикăн информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов ведомствăн анлăколлегийĕ вăхăтĕнче панă. 

"Хыпарта" (ун чух хальхилле издательство çурчĕ те пулман, хаçачĕ те "Коммунизм ялавĕ" ятпа тухса тăнă) Галина Хрисанова шăп та лăп 40 çул каялла ĕçлеме пуçланă. Редакцие купи-купипе килекен çырусене шута илме шаннăскер кашнишĕн яваплăха туйса тăнă. Хаçатра пичетленнĕ критикăлла статьясене тивĕçлĕ мерăсем йышăнма яваплисем патне ярса панă. Самана саккăрла çаптарма пуçланă вăхăтра Галина Хрисановăна коммерци пайне куçараççĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетне куçăн мар майпа вĕренсе пĕтернĕскерĕн маркетолог вăрттăнлăхне хăй тĕллĕн шĕкĕлчеме тивнĕ. Ĕçлеме ÿркенменнине кура çĕнĕ яваплăха чăхăмламасăр кÿлĕннĕ. Паян та Галина Хрисанова коммерци енĕпе ĕçлет. 

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас