"Хыпар" издательство çурчĕн ĕçченĕ профориентаци урокĕ ирттернĕ
Паян "Хыпар" издательство çурчĕн "Ҫамрӑксен хаҫачĕн" редакторĕ Алина Изман Шупашкарти 19-мĕш шкулта профориентаци урокĕ ирттернĕ.
Ĕçтешĕмĕр 8-мĕш класра вĕренекенсене журналист профессийĕпе паллаштарнă. "Хыпар" издательство çурчĕн ачасемпе ҫамрӑксем валли тухса тӑракан хаҫат-журналĕ пирки те каласа кăтартнă. Корреспондент пулас тесен мĕнрен тытӑнмалла? Журналиста мĕнле паха енсем кирлĕ? Ачасем урокра ҫак тата ытти ыйтусене хурав тупнă.
www.hypar.ru Алина ИЗМАН архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.




Комментари хушас