«Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ журналистика енĕпе мастер-класс ирттернĕ

11 Çĕртме, 2017

Атăл леш енчи «Буревестник» кану базинче «МолГород-2017» çамрăксен форумĕ иртнине эпир пĕлтернĕччĕ. Ун вăхăтĕнче чăваш çамрăкĕсен форумне кăçал пуçласа йĕркеленине те хыпарланăччĕ. Аса илтерер: тăван халăхăмăрăн тĕрлĕ регионĕнчи диаспорисен представителĕсене йыхравланă мероприятие «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина эксперт пулса хутшăннăччĕ.

«XXI ĕмĕрти чăваш пресси» темăпа калаçнă май хаçатçă тата ертÿçĕ мастер-класс та ирттернĕ. Çамрăксене: пулас артистсене, историксене, документоведсене тата журналиста – журналистикăри вăрттăнлăхсемпе паллаштарнă, пултарулăхăн çак енне пурнăçне халалланисен енĕсем пирки чарăнса тăнă.

  • Чăваш çамрăкĕсен форумне ЧР Культура тата Вĕренÿ министерствисем, Шупашкар хула администрацийĕ тата Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ.

www.hypar.ru

Теги: 

Комментари хушас