«Хыпар» издательство çурчĕн черетлĕ тишкерĕвĕ: тĕшши тутлă пулсан та... куçа илем тăрăнать
31 Юпа, 2017
Паян «Хыпар» издательство çурчĕ хăй кăларса тăракан хаçат-журналсен аталану планне черетлĕ хутчен тишкерчĕç. Хальхинчи «Çамрăксен хаçачĕн» аталанăвне издательство çурчĕн ертÿçисемпе хаçат-журналĕн редакторĕсем сÿтсе яврĕç. Аса илтерер: «Хыпар» издательство çурчĕ хăй кăларса тăракан хаçат-журналăн аталану çул-йĕрне тишкермелли канашлусем ирттерме пуçларĕ. Иртнинче «Тăван Атăл» литературăпа культура тата искусство журналĕн ыранхи кунĕ пирки пуç ватнăччĕ.
Издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина палăртнă тăрăх, «Çамрăксен хаçачĕ» хаçат аван аталанать, анчах ĕçлемелли татах пур. Канашлура сăмах илекенсем те ку кăларăма çынсем юратса вуланине, вăл хамăр республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те сарăлнине палăртрĕç.
16 çултан аслăраххисем валли кун çути кăтартакан хаçат аудиторийĕ анлă. Ăна кăларакансем ÿстермесĕрех калашле, пичет кăларăмне «ятне кура мар, аслă ăрурисем те çырăнса илеççĕ», «пĕччен пурăнакан ватăсемшĕн - чун уççи. Вăл – чунпа çамрăккисем валли».
Чун уççи кăна та мар, çынна пулăшакан хаçат те теме юрать пулĕ. Çакна Ирина Алексеева редактор асăнса кайнă рубрикăсем те çирĕплетеççĕ. Вулакансене пулăшас тĕллевпе пуçарнă хальтерехрисенчен пĕри – «Çамрăксен хаçатĕнчен» пулăшу ыйтаççĕ». Канаш районĕнче пĕрисене, акă, патшалăх çурт туса панă та кайран лаптăкĕ пысăк тесе вырăнти тÿре-шара çемьене укçа шыраса илессипе е кăларса ярассипе аптăратма пуçланă. Е тата Вăрнар районĕнче çынсем сĕт укçи илеймесĕр халтан кайнă та «Çамрăксен хаçачĕ» пирки аса илнĕ. Журналистсем статья пичетленипех çырлахмаççĕ, вăл е ку ыйту епле татăлни патне вăхăт иртсен тепре таврăнаççĕ, тĕрĕслеве надзор органĕсене явăçтараççĕ.
«Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина хаçатпа вулакан хушшинчи диалог кирлине хытах палăртса хăварчĕ. Çакăн мелĕ те тĕрлĕрен. Çав шутра - викторинăсемпе конкурссем ирттернине те палăртмалла. «Çамрăксен хаçачĕ» ку енĕпе те çине тăрасшăн. Хаçатра «Литература страници» пур та, ун валли материалсем сахалтараххине асăрханăран çамрăк çыравçăсен конкурсне йĕркелесшĕн.
Тумтире кура кĕтсе илеççĕ текен сăмах çаврăнăшĕ пичет кăларăмĕсене те пырса тивет. Тĕшши темле тутлă пулсан та куçа илем тăрăнать. Çавна май паянхи канашлура «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» дизайнĕ пирки те самай калаçу пулчĕ. Ансатлăх аван тесе шухăшлакансем те пур пулĕ, анчах ансатлăх та мăнаçлă пулмалла.
Рубрика:
Комментари хушас