«Хыпар» издательство çуртĕнче «Тăван Атăл» журналăн аталану çул-йĕрне тишкерчĕç

27 Юпа, 2017

«Хыпар» издательство çурчĕ хăй кăларса тăракан хаçат-журналăн аталану çул-йĕрне тишкермелли канашлусем ирттерме йышăннăччĕ. Паянхинче «Тăван Атăл» литературăпа культура тата искусство журналĕн ыранхи кунĕ пирки пуç ватрĕç. Канашлăва уçнă май издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина кашни хаçат-журналăн тиражне кăна мар, вĕсен хай хаклăхне те тишкерчĕ. Аталану çул-йĕрне кашни кăларăмĕн редакторнех аталану планĕсем хатĕрлеме хушнин аса илтернĕ май «Тăван Атăл» журнал ку енчен ĕçе тĕплĕн пурнăçланине палăртрĕ.

Журналăн редакторĕ Лидия Филиппова палăртнă тăрăх, кăларăмăн «пĕр тĕллев – вулакана лайăх литературăпа паллаштарасси». Журнал пĕр вырăнта тăманнине кăтартакан тĕслĕхсем халех пур. Журнал редакцийĕ çумĕнче Литература фончĕн электронлă çыравне, аякри ентешĕмĕрсем валли кĕнеке пухмалли акци  йĕркеленине «Хыпар» издательство çурчĕ пĕлтернĕччĕ. Конкурссем ирттернине те пирĕн сайта вулакансем пĕлеççĕ.

Хальхи вăхăтра журнала çĕршывăн пур кĕтесĕнче çырăнса илме май килсен те географине тата вулакансен йышне малашне те ÿстересшĕн. Çыхăну тытма «Тăван Атăлăн» кашни регионтах ятарлă çынсем пулмалла тесе шухăшлаççĕ. Ун пек çынсем халех пур: Пушкăртстанра – вырăнти чăваш çыравçисен «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн ертÿçи Н. Ишимбай, Чĕмпĕр облаçĕнче – вăл тăрăхри чăваш çыравçисен «Шевле» литпĕрлешĕвĕн ертÿçи Н. Ларионов, Тутарстанра – «Сувар» хаçат çумĕнчи «Сунтал» литпĕрлешÿ ертÿçи Е. Турхан. 

Чăваш наци культура автономийĕсемпе, фольклор ушкăнĕсемпе çине тăрса ĕçлес шухăшлине те палăртрĕ Лидия Ивановна. Аякри ентешĕмĕрсем патне чăваш-хаçат журналне çитерессинче йывăрлăхсем те пур иккен: почта урлă питех те кая юлса çитеççĕ е пачах та илменнисем пирки те евитлеççĕ.

Журнала кăларса тăракансен тепĕр тĕллевĕ – «Тăван Атăлта» пичетленекен хайлавсен пахалăх шайне ÿстересси. Çамрăксемпе тĕллевлĕн ĕçлеме редакци çумĕнче кружок е шкул кирлĕ. Паяна илсен редакци çумĕнче «Çунатлă чăвашсем» пултарулăх тĕпелне йĕркеленĕ. Унсăр пуçне «Хыпар» издательство çурчĕн литература журналĕ çыравçăсем хăш союзра тăни тăрăх мар, пултарулăха кура авторсене тата ĕçсене суйласа илме палăртать. Вулакансемпе тĕлпулу ирттерессине те хускатрĕç. Издательство çуртĕнче маларах пулнă опыта шута илсе, çĕннине кĕртсе халăхпа курнăçма пуçласшăн. Кун валли, паллах, вăхăт та, укçа-тенкĕ те кирлĕ. Анчах икĕ енлĕ çыхăнусăр та май çуках.

Журнал имиджне ÿстерессипе çыхăннă ĕçсем шутĕнче сувенир продукцийĕ /блокнот, ручка, календарь, кружка т.ыт.те/ хатĕрлессине, редакцие чыслă-сумлă çынсене чĕнсе çавра сĕтелсем ирттерессине те палăртмалла.

«Хыпар» издательство çуртĕнчи хаçат-журнал пĕр-пĕриншĕн хăйне май конкурент евĕр пулсан та пурин те малалла пĕр шухăшлăн, пĕр тĕллевпе талпăнмалла», – пĕтĕмлетрĕ канашлăва издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина пухăннисен шухăш-кăмăлне итленĕ хыççăн.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас