«Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ пухнă кĕнекесем ачасем патне çитнĕ

16 Çурла, 2018

«Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ «Кĕнеке – ачасене» ыр кăмăллăх акцие пĕтĕмлетнĕ. Çак самантра хаçат ĕçченĕсем Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнчи йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесенче çитĕнекен шăпăрлансене кĕнекесем парнелеççĕ.

Акципе килĕшÿллĕн пухăннă кĕнекесен пĕр пайне Ефремовсен çемйинче çитĕнекен Русланпа Констанция тивĕçнĕ. 7-мĕш класра вĕренекен Руслан вĕсене хаваспа йышăннă. Унсăр пуçне корреспондентсем ăна «Хыпар» издательство çуртĕнче тухса тăракан «Тетте» журнала та парнеленĕ. Çак ялти Татьяна Арсентьева мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă хыççăн 6 ачине пĕчченех ура çине тăратать. Пĕр вăхăт çемье шутра тăнă. Калинино салинче интернатра вĕренекен пепкисем кĕтмен парнешĕн питĕ савăннă. Халĕ хаçат ĕçченĕсем çак ялти йывăр лару-тăрура пурăнакан ытти çемье патне те çитесшĕн.

Акци пирки тĕплĕнрех «Çамрăксен хаçачĕн» çитес номерĕнче вулăр. Кун пирки ыран «Чăваш Ен» Наци телекуравĕн эфирĕнче «Эрне» кăларăмра та кăтартĕç. Вăл каçхи 7 сехетре пуçланĕ.

Комментари хушас