"Хыпар" хаçат журналисчĕ Мускава гастроле каять

19 Авăн, 2017

Кĕçĕр "Хыпар" хаçатăн социаллă пурнăç, культура тата спорт пайĕн редакторĕ Надежда Смирнова Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе гастроле каять. Сцена çине тухмĕ-ха ĕçтешĕмĕр, чăваш сценин ăстисене çĕршывăн тĕп хулинче епле йышăннине сăнĕ, мускаврисен хаклавне итлĕ.

Ыран, авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Мускаври "Таганка актерĕсен пĕрлĕхĕн" театрĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пысăк гастролĕ уçăлĕ. Ăна чăваш театрĕ уçăлнăранпа 100 çул çывхарнине халалланă. Мускавра пурăнакансене чăваш артисчĕсем Иоаким Максимов-Кошкинскин "Константин Иванов" пьеси тăрăх театрăн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев лартнă "Вĕри юнлă çемçе чун" икĕ пайлă драмăна кăтартĕç. Спектакльте театрăн мĕнпур труппи вылять.

Юбилей тенĕрен, чăваш театрĕн сулмаклă кун-çулĕ 1918 çулта, Хусанта, Н. Островскин "Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн" пьесине чăвашла лартнинчен пуçланнă. Театр историйĕ чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕпе, "Хыпарпа", кăштах çыхăннă тесен те пысăк йăнăш пулмĕ: малтанхи спектакль репетицийĕсем "Хыпар" (вăл вăхăтра хаçат Хусанта калăпланнă) редакцийĕнче те иртнĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас