«Хĕр пуçăн ача çуратнăшăн урама тухма вăтанаттăм»

22 Çĕртме, 2017

Ир такăнсан каçченех теççĕ. Эпĕ сакăр çулта чухне анне вилчĕ, хытах хуçса хăварчĕ вăл пире. Унпа пĕрле манăн телейĕм те çухалчĕ. Тем тесен те, хĕр ачана амăшĕ кирлĕ. Тепĕр çулталăкран атте Етĕрне районĕнчен хĕрарăм илсе килчĕ. Ама çури аннен ют ачасене пăхас килмен пуль çав, пĕрмай ятлаçатчĕ. Кукамайпа, мамакпа та пĕр чĕлхе тупаймарĕ. Виçсĕмĕр — пичче, эпĕ, йăмăк — ют хĕрарăма кирлĕ пулман. Пилĕк çул пурăннă хыççăн вăл чăтаймарĕ — пăрахса кайрĕ. Кукамай, мамак юнашар пулнăран пире йывăрах килмен. Кивĕ журналсенчи рецептсене пăхса тутлă апат-çимĕç пĕçерме вĕрентĕм. Кукамай каçхине çĕпре ислететчĕ, ирхине эпĕ чуста çăраттăм. Кăмакара пиçнĕ кукăль-пÿремече, печение икĕ ватă çав тери юратса çиетчĕ. Кукамай та тутлă çимĕçпе хăналама юрататчĕ. Вăл янтăланă кукăль тути халĕ те çăвартах. Вĕсем тем пек лайăх пулсан та анне ăшши çитместчĕ мана, — ачалăхне куçĕ умне кăларчĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикассинче пурăнакан Галина Чангайкина.

«Кама кирлĕ-ши ачаллă хĕрарăм?»

Шкул хыççăн Галина И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультечĕн студентки пулса тăнă. Юнашар Сĕнтĕкçырминчи Юра та çак вĕренÿ заведенийĕн строительство факультетне вĕренме кĕнĕ. «Мана хÿтĕлекен пур-ха, кÿршĕ ял ачи кÿрентерме памĕ», — шухăшланă хулана хăйсен ялĕнчен пĕчченех вĕренме килнĕ хĕр. Хĕрпе каччă яла та пĕр автобуспах килсе çÿренĕ, пĕр общежитирех пурăннăран час-часах курнăçнă. Хальччен каччăпа юнашар тăрса курман хĕрĕн чунĕнче пĕрремĕш юрату туйăмĕ вăраннă. Савнин кашни сăмахне ĕненнĕ Галина, вăл та ăна чунран юратать тесе шухăшланă. Иккĕшĕ каçсерен тĕл пулсан çемье çавăрасси пирки ĕмĕтленнĕ. Кĕçех хĕрĕн çие юлнă, çакăн пирки Юрăна пĕлтернĕ. «Тен, манăн ача мар вăл? Такамсемпе çÿренĕ-тĕр эсĕ, халь ман çине йăвантарасшăн-и?» — авланас шухăшне улăштарса тÿрккессĕн хуравланă каччă. Çав самантра Галина хăйне пуçĕнчен чукмарпа çапнă пек туйнă. Йăваш та сăпайлăскер ăна хирĕç пĕр сăмах та чĕнмен, университетран документсене илсе яла таврăннă. Юра ун патне тек килмен. Ял-йышран, тăванĕсенчен аванмарланнипе хĕрĕн пуçĕнче хырăм пăрахас шухăш та мĕлтлетнĕ, тухтăрпа канашлама больницăна кайнă. Шурă халатли аборта хăш кун килмеллине палăртнă, анчах Галя унта урăх ура ярса пусман. «Ытлашши ан хуçăл, ача çуратни çын вĕлерни мар-çке. Пăхма пулăшăпăр», — лăплантарнă юратнă кукамăшĕпе мамакĕ. Кĕçех Вова çут тĕнчене килнĕ. «Епле намăсчĕ, çĕр чăтайми намăс! Урама тухма, çын куçĕ тĕлне пулма вăтанаттăм. Вăл вăхăтра качча каймасăр ача çуратни питĕ сайра пулнă-çке. Ял халăхне нумай калаçтартăм пуль. Чи чыссăр хĕр пек туйрăм хама ун чухне. Çамрăклăхăм ирхи тĕтре пек туххăмрах сирĕлчĕ. Мĕн чухлĕ куççуль юхтармарăм-ши? Кама кирлĕ-ха ачаллă хĕрарăм? Шăпам ытла та йывăр килсе тухрĕ», — çав вăхăта аса илсен куççульне чараймарĕ Галина. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.