Халĕ тĕп тĕллев — вырмана хăвăртлатасси

10 Çурла, 2017

Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ, Красноармейски тата Вăрнар районĕсенче ĕççине еплерех йĕркеленипе паллашрĕ.

«Авангард» обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕнче тĕш тырă культурисене 8 комбайнпа пухса кĕртеççĕ, вĕсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Çавăнпа ку предприяти умне чăрмав тухса тăрас çук. Юрий Федотов директор вырмаçăсен ĕç йĕркине еплерех йĕркелени çинчен пĕлтерчĕ.

ЧР Пуçлăхĕ çурла уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне миçе хуçалăх тыр-пула пуçтарма тухнипе кăсăкланчĕ.

— Районти 16 хуçалăхран 9-шĕ вырмана тухнă, — пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Павлов.

ЧР Пуçлăхне çак хурав çырлахтармарĕ, хуçалăхсене пурне те ĕççине тухма чĕнсе каларĕ.

Çĕрпÿ тăрăхĕнчи «ВДС» обществăра та вырма куллен вăй илет. Михаил Игнатьев унăн ĕç-хĕлне тишкерсе лайăх хак пачĕ. Анатолий Федоров генеральнăй директор ĕççи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Вырмана Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирмăра та çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Кунта вăй хуракансен тăрăшулăхне те ырăпа палăртрĕ Михаил Игнатьев. Агрофирмăн тырă типĕтмелли агрегачĕн ĕçне тишкерчĕ.

Вырмана тухман хуçалăхсем Красноармейски районĕнче те пур. ЧР Пуçлăхĕ район администрацийĕн пуçлăхне Сергей Молоткова пĕтĕм хуçалăха вырмана явăçтарма чĕнсе каларĕ.

Ĕççине Вăрнарти аш-какай комбиначĕн механизаторĕсем пысăк ĕмĕтпе пуçăннă. Вăл кал-кал пырать. Комбайнсем пĕр чарăнмасăр ĕçлеççĕ. Çак предприятисен ертÿçи Юрий Попов ертсе пынипе пысăк тухăçлă тыр-пула çанталăк çумăра кайиччен пухса кĕртме тĕллев лартнă. Коллектив ăна пурнăçлассишĕн ырми-канми вăй хурать. Комбинат пĕтĕм тухăçа пухса кĕртесси иккĕлентермест. Çав вăхăтрах ЧР Пуçлăхĕ Вăрнар тăрăхĕнчи ытти хуçалăх ĕççине еплерех йĕркеленипе кăсăкланчĕ.

— Икĕ ял хуçалăх организацийĕ çеç комбайнсене уя кăларман-ха, — пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев. — Фермерсем пурте пухса кĕртеççĕ.

Михаил Игнатьев иккĕшне васкатма ыйтрĕ. Мĕншĕн тесен тырра йĕпе-сапа пуçланиччен пухса кĕртмелле.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа çапла каларĕ:

— Республикăра вырмана 20-25 кун кая юлса тухни нихăçан та пулман. Культурăсем каярах пиçсе çитнĕрен пысăк тухăçлă тыр-пула пухса кĕртме вăхăт иртнĕ çулхисенчен сахалрах. Çавăнпа республикăри кашни хуçалăхăн вырмана пуçăнса вăйлатмалла. Паян эпĕ виçĕ районта пулса куртăм. Пĕтĕмĕшле илсен малта пыракан хуçалăхсем ĕççине аван йĕркеленĕ. Ыттисен вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелле.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас