162 хуçалăх кĕрхисене вырса пĕтернĕ

6 Çурла, 2018

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсемпе, паянхи кун тĕлне 61 пин гектар çинче 159,1 пин тонна тырă тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç — 26,1 центнер. Республикăри хуçалăхсем пĕр кунта вăтамран 8479 гектар тырă выраççĕ. Паянхи кун уй-хирте 475 комбайн ĕçлет. Вăтамран пĕр уй-хир карапне 17,8 гектар лаптăк тивет. Çакна палăртмалла: республикăри 162 хуçалăх кĕрхи культурăсене вырса пĕтернĕ.

Куславкка тата Вăрмар районĕсенчи хуçалăхсенче ир пулакан çĕр улмие кăлараççĕ. Хальлĕхе «иккĕмĕш çăкăра» 271 тонна пуçтарнă, вăтам тухăç — 208,5 центнер. Куславкка, Красноармейски, Муркаш, Çĕрпÿ районĕсенче 29 гектар çинче 1096 тонна ытти пахча çимĕç пухса кĕнĕ. Патăрьел тата Комсомольски районĕсенче 427 гектар севок кăларнă. Улатăр районĕнче рапс вырма тытăннă, вăтам тухăç — 20,3 центнер.

Канмалли кунсенчи çумăр тыр-пул тата тăпра нÿрĕклĕхне пысăк витĕм кÿмен, вырма ĕçĕсене чăрмав кÿмелле мар.

Çĕр ĕçченĕсем тыр-пул вырнипе пĕрлех çĕртме сухи ирттереççĕ, хальлĕхе кĕрхисене акма 72,3 пин гектар лаптăк хатĕрленĕ. Хальлĕхе куславккасемпе çĕрпÿсем 250 га кĕрхи ыраш, улатăрсемпе пăрачкавсем 1105 гектар кĕрхи рапс акса хăварнă.

Рубрика: 

Комментари хушас