Кĕрхи кун та çулталăк тăрантарать

13 Çурла, 2018

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлури тĕп калаçу ĕççи тавра пулчĕ. Вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарчĕ.

Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне çĕршывра тырпула 18 млн гектар çинчен пухса кĕртнĕ — 40%. Кĕлете хальлĕхе 61 млн тонна тырă хывнă. Гектар тухăçĕ вăтамран 32,8 центнерпа танлашать. Чăваш Ене илес тĕк — 94 пин гектар çинчи тырра вырнă, пĕтĕм лаптăкăн 33% чухлĕ. 240 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Гектар тухăçĕ хальлĕхе 25,8 центнерпа танлашать — пĕлтĕрхинчен самай, 5 центнер чухлĕ, нумайрах.

9 районта кĕрхи культурăсене вырса пĕтернĕ ĕнтĕ. Темиçе районта паян ир пулакан çĕрулми сорчĕсене те кăлараççĕ. Иккĕмĕш çăкăрăн хакĕ те аван — килограмне 14-17 тенкĕпе сутаççĕ. Хуçалăхсем кĕрхисене акмалли çĕрсене хатĕрлеме пуçланă — 999 гектар акма та ĕлкĕрнĕ.

Михаил Игнатьев хуласенче кану кунĕсен ярмăрккисене йĕркелемелли пирки аса илтерчĕ — халăх хĕл валли кирлине йÿнĕрех хакпа тата чăрмавсăр хатĕрлесе хума пултартăр. Çанталăк уяр тăни вара хресченшĕн чăннипех лайăх. Паян хуçалăхсем тырра типĕтмесĕрех кĕлете хываççĕ, çавна май, регион ертÿçин шучĕпе, вĕсем чылай укçа перекетлеççĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас