Геннадий АФАНАСЬЕВ: Рабочи профессийĕллисем ытларах кирлĕ

14 Ака, 2015

Патăрьел районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кăçалхи январь-март уйăхĕсенче пулăшу ыйтмашкăн 255 çын пынă /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 281/. Вĕсенчен 71-шĕ е пĕтĕм йышăн 27,8 проценчĕ ĕçсĕрлĕх статусне официаллă йĕркепе тивĕçнĕ. Вырăн шыракансен шучĕпе регистрацие тăнисен хушшинче хĕрарăмсем - 121 /47,4 процент/, 16-29 çулсенчи çамрăксем - 78 /30,6/, 14-18 çултисем - 97 /38/, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитиччен икĕ çул юлнисем - 8 /3,1/ çын. Ĕçлеме пултараслăх кăтартăвĕ пур инвалидсен тÿпи - 2,7 /7 çын/, вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ хыççăн ĕçлеме тытăнманнисен 2,3 процентпа /6/ танлашать. Центра пынисенчен 102-шĕ /40 процент/ - юлашки вырăнтан хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисем. Предприятие хупнипе е штата пĕчĕклетнипе кăларса янисен тÿпи 7,8 процент /20 çын/.

Ентешĕсене пулăшас тĕллевпе служба центрĕн специалисчĕсем тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ. Вĕсемпе паянхи кăларăмра асăннă тытăм ертÿçи Геннадий АФАНАСЬЕВ тĕплĕнрех паллаштарать.

- Геннадий Иванович, районти ĕç рынокĕнчи лару-тăру паян мĕнлерех?

- 2015 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта ĕçсĕр 86 /иртнĕ çулхи çав тапхăрта - 104/ çынна - 53 хĕрарăма /61,6 процент/, 30 çула çитмен 23 çамрăка /26,7/, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çывхаракан 11 çынна /12,8/ - регистрациленĕ. Вăйпитти халăх йышĕпе танлаштарса шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен /0,52 процент/ чакса 0,44 юлнă. Малалла вулас...

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.