И.ПЕТРОВА

14 Ака, 2015

Геннадий АФАНАСЬЕВ: Рабочи профессийĕллисем ытларах кирлĕ

Патăрьел районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кăçалхи январь-март уйăхĕсенче пулăшу ыйтмашкăн 255 çын пынă /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 281/. Вĕсенчен 71-шĕ е пĕтĕм йышăн 27,8 проценчĕ ĕçсĕрлĕх статусне официаллă йĕркепе тивĕçнĕ. Вырăн шыракансен шучĕпе регистрацие тăнисен хушшинче хĕрарăмсем - 121 /47,4 процент/, 16-29 çулсенчи çамрăксем - 78 /30,6/, 14-18 çултисем - 97 /38/, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитиччен икĕ çул юлнисем - 8 /3,1/ çын.

30 Ака, 2014

Ĕçе çăмăллатаççĕ

Чăваш кĕнеке издательстви çĕр-шыври учебниксем кăларакан издательствăсемпе тахçанах тачă çыхăну йĕркеленĕ. 2013 çулта "Просвещение" издательствăпа калаçса татăлса федерацин 12 учебникне пуçламăш шкул вĕренекенĕсем валли чăвашла куçарса кăларнă.