Элĕк районĕнчи Пшанковсене патшалăх çурт туса панă

28 Чÿк, 2018

Элĕк район администрацийĕ Мăн Вылăри Пшанковсен çемйине çĕн пÿрт çăрине пани çинчен пĕлтерет.

Унччен 7 ачаллă пысăк йыш 42 тăваткал метрлă пĕчĕк пÿртре пурăннă. Унта, паллах, çемьене тăвăр пулнă. Халĕ вĕсен çурчĕ 130 тăваткал метр лаптăкпа танлашать. Унта лайăх пурăнма пĕтĕм услови пур. Пшанковсем валли çурт çĕклемешкĕн республика бюджетĕнчен 3 миллион та 365 пин тенкĕ уйăрнă. Пысăк çемье пулăшу кÿнĕшĕн патшалăха тав тăвать.

 

www.hypar.ru

 

Теги: 

Комментари хушас