Дмитрий Борисов: "Шупашкарта хитре ҫынсем пурӑнаҫҫӗ"

1 Çĕртме, 2019

Пӗрремӗш каналӑн "ҫӑлтӑрлӑ десанчӗ" Шупашкарти "Олимпийский" спорт комплексне ҫитрӗ. Ҫак йышра "Пусть говорят" кӑларӑм ертӳҫи Дмитрий Борисов та. Спортпа туслӑскер республикӑри МИХсен ӗҫченӗсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ.

"Шупашкарта хитре ҫынсем пурӑнаҫҫӗ... тата сирӗн хулара питӗ улшӑнса тӑракан ҫанталӑк", - терӗ Дмитрий. Чӑваш Республикин тӗп хулипе унта пурӑнакансем пирки ӑшшӑн калаҫаканскер ӗнер Анне монуменчӗ умӗнчи лапамра "Пӗрремӗш канал" паллине аса илтерекен лаптӑкра чечек калчисем лартнӑ. Телеертӳҫӗ шухӑшӗпе, ача-пӑча уявӗнче йӑл кулӑ хуҫаланмалла.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас