Комментари хушас

25 Нарăс, 2015

Çĕнĕ формула, электронлă сервиссем çинчен

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе Пĕрлехи информаци кунĕн тематикине çĕнĕ условисенчи пенси тата Раççей Пенси фончĕн электронлă сервисĕсен ыйтăвне те кĕртнĕ.

2015 çулхи февраль уйăхĕн 18-мĕшĕнче республикăра халăхпа тата ĕç коллективĕсемпе тĕлпулусем иртнĕ. Информаци ушкăнĕсен йышĕнче - министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем, депутатсем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсем, Пенси фончĕн представителĕсем.

Республикăра пурăнакансенчен кашнийĕн çакна пĕлмелле: 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче ĕç пенсийĕ страхованилли тата пухăнса пыраканни çине трансформациленчĕ. Страховани пенсине тивĕçмешкĕн 15 çултан кая мар стаж тата 30 балл пухмалла. Çак условисене майĕпен - 10 çулта - пурнăçа кĕртеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕме улăштарман.

Бала ĕçленĕ кашни çулшăн палăртаççĕ. Ăна çулталăкра 10-а çитерме пулать. Страховани пенсийĕ памалла тунă чухне вĕсене хушаççĕ те балл хакĕ çине хутлаççĕ. Февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 71,41 тенкĕпе танлашнă. Страховани пенсийĕ çумне фиксациленĕ тÿлев хушаççĕ /февралĕн 1-мĕшĕнчен унăн виçи 4383,59 тенкĕ/. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.