Комментари хушас

17 Нарăс, 2015

Экзамена хатĕр-и?

Февралĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ селектор канашлăвне хутшăннă. Унта федераци субъекчĕсем 2015 çулта патшалăхăн пĕрлехи экзаменне ирттерме мĕнле хатĕрленнине сÿтсе явнă.

Конференцие Раççейĕн мĕнпур субъектне явăçтарнă, унта Ольга Голодец вице-премьер, вĕренÿ министрĕ Дмитрий Ливанов, Рособорнадзор ертÿçи Сергей Кравцов хутшăннă.

Дмитрий Медведев патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ 2009 çултан тытăнса вăтам вĕренÿ программисем тĕлĕшпе патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕн тĕп форми пулса тăнине палăртнă. Кăçал та иртнĕ çулсенчи пекех вырăс чĕлхи тата математика обязательнăй йĕркепе экзамен тытмалли предметсем пулĕç. Хушма 12 предмет - суйласа илмеллисем. Февралĕн 14-мĕшĕнчен çамрăксем экзаменсене вăхăт çитмесĕрех тытма пултараççĕ. Пĕтĕмпе Раççейре кăçал 715 пине яхăн шкул ачи патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытĕ. Малалла вулас...

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.