Ыранхи пурнăçра ан иккĕленччĕр
Çĕршыв пуласлăхĕ — ачасенче. Çитĕнекен ăрăва сывлăхлă, ăслă-тăнлă, анлă тавракурăмлă пулма май парасси — патшалăхăн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри. РФ Конституцийĕнчи 67-мĕш статйинчи 4-мĕш пунктри тӳрлетӳ çакăнпа çыхăннă. Раççей патшалăх политикишĕн чи пĕлтерĕшли ачасем пулнине палăртнă унта. Çамрăк ăрăва тĕрлĕ енлĕн аталанма май туса памалла, вĕсенче патриотизм туйăмне, общество умĕнчи яваплăха пуçармалла, аслă ӳсĕмри çынсене хисеплеме хăнăхтармалла. Статьяра ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнă ачасене патшалăх хăйĕн хӳттине илесси пирки те каланă.
ШУХĂШ
Наталия КЛЕМЕНТЬЕВА, нумай ача амăшĕ:
— Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ тӳрлетӳ. Чи малтан пирĕн пулас ăру пирки шухăшламалла, мĕншĕн тесен ачасенче — малашлăх. Вĕсене ырă-сывă, çĕршыва юрăхлă çитĕнтермешкĕн нимĕн те хĕрхенмелле мар, пĕтĕм вăй-хала хумалла. Çамрăксен чунĕнче лайăххи, ырри çеç вăй илтĕр, вĕсем пурнăçа юратса ӳсчĕр. Ачасем патшалăх тĕревне, хӳттине туйччăр, ăна шанччăр, ыранхи пурнăçра ан иккĕленччĕр. Вăл мĕнлерех аталанасси вара шăпах паянхи çамрăксенчен килет.