Комментари хушас

11 Нарăс, 2020

Чăваш Енре электротехника отрасльне аталантарас ыйтупа канашларĕç

Паян республикăна Раççей Федерацийĕн промышленноç тата суту-илÿ министрĕн заместителĕ Михаил Иванов килсе çитрĕ.

Ирхи кÿлĕм вăл тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкарти электроаппаратура завочĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç. Цехсенче çÿресе предприятире туса кăларакан электрооборудование тишкерчĕç.

Çакăн хыççăнах кунта Олег Николаев республикăн электротехника отрасльне аталантарас ыйтупа канашлу ирттерчĕ. Унта çÿлте палăртнă министр çумĕ Михаил Иванов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Ен электрокластерĕн предприятийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Олег Николаев канашлура сÿтсе явакан ыйту республикăри электрооборудовани хатĕрлекен предприятисемшĕн ку тапхăрта пысăк пĕлтерĕшлине, вĕсене аталантарсах пымаллине палăртрĕ.

Михаил Иванов Шупашкарти электроаппаратура завочĕн, ытти предприятин произодствăна ÿстерессипе, продукци рынокне анлăлатассипе сĕнÿсене министерствăна çитерме ыйтрĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Иван Моторин республика электрокластерĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Канашлура  Шупашарти предприятисен ертÿçисем сăмах каларĕç.

Олег Николаев канашлура панă сĕнÿсене пĕтĕмлетрĕ. Вĕсене Раççей промышленноç тата суту-илÿ, Энергетика министерствисене çитерĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: