Комментари хушас

1 Çĕртме, 2019

"Çăлтăрсем" - Лакрей вăрманěнче

Шупашкарти Лакрей вăрманĕнче тĕп хуламăра тата А.С.Пушкина халалласа сăвă xыççăн сăвă шăранчĕ. "Ачасем сăвăсем вулаççě" хула конкурсĕнче çĕнтернĕ шăпăрлансене итлесе хак пама Раççeй киновĕн тата телекуравĕн пĕчĕк çăлтăрě Николь  Плиева, Алексей Лысенков шоумен, Екатерина Котеночкина актриса, Тимур Ведерников композитор, юрăç, Владимир Вишневский поэт килсе çитрĕç.

"Эсир çав тери ăшă кăмăллă. Парк туллиех ача-пăча. Мускавра çaкăн чухлě çын пуçтарăнас çyкчě. Пĕр сăмахпа, савăнма пěлетĕр"_ - терĕ Алексей Лысенков. Николь Плиева кĕcкен хăйĕнпе паллаштарнă xыççăн сăвăcем вуларĕ. "Тĕнчери чи лайăx ачасем сирĕн. Эсир хăвăр хулапа мухтанма пĕлетĕр тата ăна юратaтăр. Шупашкара куçса килме пĕртте хирĕç мар", - терĕ Тимур Ведерников. Пĕрремĕш канал телеертýçисемпе поэтсем сăвă илемлĕ вуласа тĕлĕнтернĕ ачасене дипломсемпе тата парнесемпе хавхалантарчĕç.

Сăн ÿкерчĕксем...

www.hypar.ru

Eлена АТАМАНОВА. Автор сăн ýкерчĕкĕсем.